
Район прокуратури «Березка» магазинăн ĕçĕ-хĕлне йĕркеленĕ чухне В.И.Волков индивидуаллă предприниматель апат-çимĕçĕн пахалăхĕпе тата хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ.
Палăртнă магазинăн сентрисене тĕрĕсленĕ хыççăн кунта саккун йĕркисене пăсса аш-какай продукцине сутнине тупса палăртнă: хăш-пĕр таварăн усă курма юрăхлă срокĕ тухнă, теприсем вара пăсăлма пуçланă. Унсăр пуçне хăш-пĕр апат-çимĕçпе чĕр таварăн таварпа пĕрле пулмалли докуменчĕсем çуккине тупса палăртнă.
Тĕрĕслевĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, В.И.Волков индивидуаллă предприниматель РФ Административлă йĕркене пăснисем çинчен калакан кодексăн 14.43 статйин 2 пайĕпе килĕшÿллĕн административлă йĕркене пăсни çинчен ĕç пуçарнă. ЧР Арбитраж сучĕн постановленийĕ тăрăх, индивидуаллă предпринимателе 30 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă.