Четверг, 25 апреля

Вăхăтра пăхса тухман

Вăхăтра пăхса тухман

Тури Тимĕрчкасси ялĕн çынни пĕлтернĕ хыççăн район прокуратури район администрацийĕ граждансен ыйтăвĕсене пăхса тухнă чухне саккуна мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ.
Ун вăхăтĕнче çакă палăрнă: «РФ гражданĕсен ыйтăвĕсене пăхса тухмалли йĕрке çинчен» Федераллă саккунăн 12 статйине пăсса район администрацийĕн пуçлăхĕ çулсене юсассипе çыхăннă виçĕ ыйтăва вăхăтра пăхса тухман. Унсăр пуçне район прокуратури урлă администрацине çитнĕ çĕр ыйтăвĕпе çыхăннă икĕ ыйтăва вăхăтра регистрацилемен.
Тĕрĕслевĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, район администрацийĕн пуçлăхне представлени çырнă. Унпа килĕшÿллĕн йĕркене пăснă тĕслĕхсене тÿрлеттернĕ, айăплă должноçри çынна дисциплинарлă майпа явап тыттарнă.
Çавăн пекех район прокурорĕ асăннă должноçри çын çине РФ Административлă йĕркене пăснисем çинчен калакан кодексăн 5.59 статйипе килĕшÿллĕн административлă йĕркене пăсни çинчен ĕç пуçарнă, 5 пин тенкĕ штраф тÿлеттермелле тунă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *