Пятница, 19 апреля

Ултав макăртать, чуна ыраттарать!

Ултав макăртать, чуна ыраттарать!

Юлашки вăхăтра Чăваш Енре пурăнакансем ултав серепине лекнине пĕрре анчах мар хаçат-журналта вуласа, радиопа итлесе, телевизорпа курса пĕлтĕмĕр. Полици ĕçченĕсем ултав серепине лекесрен тăтăшах асăрхаттараççĕ.
— Мĕн чухлĕ çыратпăр, тĕлпулусенче калатпăр пулсассăн та пĕтĕмпех кăлăхах. Юлашки вăхăтра районта пурăнакансем час-часах ултавçăсен серепине лекеççĕ. Сăмахран, пĕлтĕр çак вăхăтра 3—4 тĕслĕх пулнă пулсассăн, кăçал «шăнман пăр çине ларакансен» йышĕ 3 хут ÿснĕ. Çынсем мĕншĕн асăрханусăр-ши; Сăлтавĕ мĕнре-ши? — терĕ канашлура муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ Ринат Зайнуллин.
Чăннипех те, полици сотрудникĕсем çынсене тата мĕнле асăрхаттармаллине пĕлмеççĕ. Хаçатра кун пирки тăтăшах çыратпăр. Банк карттипе тавар туяннă, сутнă чухне тимлĕ пулмаллине пĕрре кăна мар çырса кăтартнă. Çук! Çынсем çак кунсенче çеç татах серепене лекнĕ. Ноябрĕн 9-мĕшĕнче районти шалти ĕçсен пайне Кайнлăк ялĕнче пурăнакан хĕрарăм пулăшу ыйтса пынă. Унăн банк картти çинчен 7 пин тенкĕ çухалнă. Ĕç-пуç вара çапла пулса тухнă иккен. «Вконтакте» социаллă сетьре пĕр ялтах пурăнакан хĕрарăмăн ячĕпе усă курса ултавçă асăннă хĕрарăмран интернет-сайтра тавар туянма банк карттин реквизичĕсене ыйтса пĕлнĕ. Хĕрарăм пĕтĕмпех шаннă та çырса пĕлтернĕ. Банк картти çинчи укçа-тенкĕ самантрах çухалнă.
Тепĕр тĕслĕхре вара татах хĕрарăм шар курнă. Вăл ултавçăсене 15 пин тенкĕ куçарса панă. Хăй вара ĕçпе тивĕçтерекен директора куçарса паратăп тесе шутланă. Кун пек тĕслĕхсем юлашки вăхăтра çине-çинех пулнă. Çĕнĕ Шупашкарта, Шупашкарта пурăнакансене улталанă. Кашнинчех банк карттисем çинчен укçа-тенкĕ çухалнă е ăна хăйсен ирĕкĕпех куçарса панă. МĔНШĔН УЛТАЛАНАТПĂР-ХА!? Тимсĕр пулнипе тата кашни çынна шаннипе.
Паянхи кун ултавçăсем шăнман пăр çине лартни тата вĕсенчен асăрханмалли пирки мĕн чухлĕ информаци-ши; Социаллă сетьсенче, официаллă сайтсенче пĕрре кăна мар асăрхаттарса çыраççĕ. Унсăр пуçне тата суту-илÿ çурчĕсенче, обществăлла вырăнсенче ятарлă памяткăсем çакса тухнă. Вĕсене курмастпăр-ши е серепене лекместпĕр тесе шутлатпăр-ши?
Хисеплĕ вулакансем, сире асăрхануллă пулма ыйтатпăр. Банк карттин реквизичĕсене никама та ан пĕлтерĕр. Вăл вăрттăнлăх пулмалла. Тавар туяннă, сутнă чухне те тимлĕ пулăр. Палламан çынсене укçа-тенкĕ куçарса ан парăр.
Хăвăра улталанине сисрĕр пулсассăн, тÿрех 02 е 8/83539/ 5-14-13 номерпе шăнкăравлăр.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *