Четверг, 18 апреля

Тĕрленĕ чухне чунра лăпкă

Чăваш халăхĕ мĕн авалтан тĕрлеме юратнă. Мĕнле кăна тĕрĕсем çуралман-ши ăстасен аллинче? Çавăнпах ĕнтĕ Чăваш Ене çĕр пин тĕрĕ тĕнчи тенĕ. Шел пулин те, паянхи кун тĕрĕ тĕрлесси анлах сарăлман. Апла пулин те, тĕрĕ ăстисем пирĕн хушăра пур-ха, вĕсен ĕçĕсемпе районта иртекен уявсенче, куравсенче киленме пулать.
Акă, ноябрĕн 14-мĕшĕнче районти «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче савăнăçлă лару-тăрура Хирти Выçли ялĕнче пурăнакан Лариса Васильеван тĕррисен куравĕ уçăлчĕ. Мероприятие музей ертÿçи Елена Полякова уçрĕ, ал ĕç ăстипе паллаштарчĕ.
Лариса Николаевна Хирти Выçли ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн сутуçăна вĕренсе тухса нумай çул хушши суту-илÿ тытăмĕнче тăрăшнă. Халĕ вăл вунă çул ытла ĕнтĕ почтальонра тăрăшать, ялта хаçат-журнал валеçет.
Ал ĕç ăсти пушă вăхăта пĕрре те ахаль ирттермест. Мĕн пĕчĕкрен тĕрĕ тĕрлеме вĕреннĕскер, çак ĕçре чун киленĕçĕ тупнă.
— Тĕрĕ тĕрлеме ларатăп та кăмăл лайăхланать, пурнăçри йывăрлăхсем çинчен манатăп, чунра лăпкă пулса каять. Тĕрленĕ чухне эпĕ чунпа канатăп. Тĕрлемесĕр пĕр кун та иртмест, — тет Лариса Николаевна.
Таврари илеме курса ăна тĕрĕ урлă кăтартса пама пĕлни — хăйне евĕр ăсталăх. Пысăк калăпăшлă картинăсене тĕрлеме мĕн чухлĕ чăтăмлăх кирлĕ тата! Çакна, паллах, кашниех пултараймасть. Лариса Васильева курава 22 ĕçне тăратнă. Вĕсенче таврари илеме, чĕрчунсемпе вĕçен кайăксене тата ыттине те сăнланă. Унсăр пуçне килĕнче курава илсе килмен ĕçĕсем те нумай.
Лариса Николаевнăн тĕрри пĕри тепринчен илемлĕ, вĕсенчен куç илме те çук. Ăçтан вăхăтне тупать-ши алă ĕçĕпе аппаланма?
Лариса Николаевнăна курав йĕркеленĕ ятпа саламлама Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Гордеев, Хирти Выçлинчи культура çурчĕн ĕçченĕсем, ял çыннисем пуçтарăннă. Вĕсем те ал ĕç ăстине чылай ăшă сăмах каласа хавхалантарчĕç, тĕрĕсене пысăк хак пачĕç.
— Малашне те тĕрĕ тĕрлесе куравсем ирттерме, ăсталăхна аталантарса пыма сунатпăр. Пирĕн тăрăхра çакăн пек пултаруллă, ăста алăллă çынсем пурăннăшăн эпир питĕ хавас. Малалла та хăвăн илемлĕ тĕррÿсемпе халăха савăнтармалла пултăр, — палăртрĕç вĕсем.
Курав пĕр уйăха тăсăлать, Лариса Васильеван илемлĕ тĕррисемпе кашниех музея пырса паллашма пултарать.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *