Суббота, 20 апреля

Хаçат нумай çырăнтаран — парнеллĕ пулан!

Хаçат нумай çырăнтаран — парнеллĕ пулан!

Юратнă вулаканăмăрсене тата почтальонсене савăнăçлă хыпар пĕлтерме васкатпăр. Канашри почтамт тата «Каçал ен» хаçат редакцийĕ почтальонсене хавхалантарма ятарлă парне хатĕрленĕ. Кам та кам район хаçатне — «Каçал ене» —  2020 çулхи пĕрремĕш çур çуллăха ноябрĕн 1-мĕшĕпе декабрĕн 25-мĕшĕччен 25 экземпляртан кая мар çырăнтарать — çавă ПАРНЕНЕ тивĕçет. Тĕп парне — 200 килограмм тырă. Акци вĕçлениччен вăхăт чылай-ха. Çак вăхăтра почтальонсем тухăçлă ĕçлесе ялта пурăнакансене район хаçатне хаваспах çырăнтарасса шанатпăр.
Кам та кам район хаçатне — «Каçал ене» — районти почта уйрăмĕсенче 2020 çулхи пĕрремĕш çур çуллăха ноябрĕн 8-мĕшĕпе 16-мĕшĕччен çырăнать — çавă çитес çур çулта (январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 30-мĕшĕччен/ кирек хăш вăхăтра та «Каçал ен» хаçатра пĕр хутчен 150 тенкĕ тÿлесе ăшă САЛАМ е ПĔЛТЕРŸ вырнаçтарма пултарать. Апла пулсассăн халех почтальонсемпе тĕл пулма васкăр, хисеплĕ туссем! Салам е пĕлтерÿ пама килетĕр пулсассăн, хаçат çырăннă квитанцие илсе килме ан манăр. Альтернативлă майпа çырăнакансем ку акцие хутшăнаймаççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *