Проектсем пурнăçа кĕреççĕ

Ноябрĕн 12-мĕшĕнче РФ çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Сергей Ястребов ертсе пынипе Пĕтĕм Раççейри селекторлă канашлу иртнĕ. Унта Раççей Президенчĕ В.В.Путин çирĕплетнĕ «Экологи» наци проекчĕ мĕнле пурнăçланса пынине сÿтсе явнă.

Канашлăва республика Правительствин Председателĕ Иван Моторин, ЧР строительство, архитектура, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Алексей Грищенко, ЧР çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Николай Косулин хутшăннă.
Иван Моторин хăйĕн докладĕнче Чăваш Енре «Экологи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 4 проекта пурнăçа кĕртнине палăртнă. Вĕсем: «Йăлари хытă каяшсене тирпейлессин комплекслă тытăмĕ», «Атăла сывлăхшăн лайăхлатасси», «Вăрмансене сыхласа хăварасси» тата «Таса шыв». Пĕтĕмĕшле çак проектсене пурнăçа кĕртме 586,3 миллион тенкĕ уйăрнă. 2020 çулта вĕсен çумне «Таса çĕршыв» проект хутшăнмалла.
Премьер-министр палăртнă тăрăх, «Атăла сывлăхшăн лайăхлатасси», «Вăрмансене сыхласа хăварасси» тата «Таса шыв» проектсем тăрăх уйăрнă укçа-тенкĕпе çулталăк вĕçлениччен пĕтĕмпех усă курĕç. «Йăлари хытă каяшсене тирпейлессин комплекслă тытăмĕ» проекта валли уйăрнă укçа-тенке вара вăл çитес çула куçарма сĕннĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *