Вторник, 16 апреля

Тĕрленĕ чухне -чунра лăпкă

Чăваш халăхĕ мĕн авалтан тĕрлеме юратнă. Мĕнле кăна тĕрĕсем çуралман-ши ăстасен аллинче?  Çавăнпах ĕнтĕ Чăваш Ене çĕр пин тĕрĕ тĕнчи тенĕ. Шел пулин те, паянхи кун тĕрĕ тĕрлесси анлах сарăлман. Апла пулин те, тĕрĕ ăстисем пирĕн хушăра пур-ха, вĕсен ĕçĕсемпе районта иртекен уявсенче, куравсенче киленме пулать.

Акă, ноябрĕн 14-мĕшĕнче районти «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче савăнăçлă лару-тăрура Хирти Выçли ялĕнче пурăнакан Лариса Васильеван тĕррисен куравĕ уçăлчĕ. Мероприятие музей ертÿçи Елена Полякова  уçрĕ, алĕç ăстипе паллаштарчĕ. Лариса Николаевна Хирти Выçли ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн сутуçăна вĕренсе тухса нумай çул хушши суту-илÿ тытăмĕнче тăрăшнă. Халĕ вăл вунă çул ытла ĕнтĕ почтальонра тăрăшать, ялта хаçат-журнал валеçет.

Алĕç ăсти пушă вăхăта пĕрре те ахаль ирттермест. Мĕн пĕчĕкрен тĕрĕ тĕрлеме вĕреннĕскер, çак ĕçре чун киленĕçĕ тупнă.

— Тĕрĕ тĕрлеме ларатăп та кăмăл лайăхланать, пурнăçри йывăрлăхсем çинчен манатăп, чунра лăпкă пулса каять. Тĕрленĕ чухне эпĕ чунпа канатăп. Тĕрлемесĕр пĕр кун та иртмест, — тет Лариса Николаевна.

Таврари илеме курса ăна тĕрĕ урлă кăтартса пама пĕлни _ хăйне евĕр ăсталăх. Пысăк калăпăшлă картинăсене тĕрлеме мĕн чухлĕ чăтăмлăх кирлĕ тата! Çакна, паллах, кашниех пултараймасть. Лариса Васильева курава 22 ĕçне тăратнă. Вĕсенче таврари илеме, чĕрчунсемпе вĕçен кайăксене тата ыттине те сăнланă. Унсăр пуçне килĕнче курава тăратман ĕçĕсем те нумай.

Лариса Николаевнăна курав йĕркеленĕ ятпа саламлама Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Гордеев,  Хирти Выçлинчи культура çурчĕн ĕçченĕсем, ял çыннисем пуçтарăннă. Вĕсем те алĕç ăстине чылай ăшă сăмах каласа хавхалантарчĕç, тĕрĕсене пысăк хак пачĕç.

Курав пĕр уйăха тăсăлать, Лариса Васильеван тĕррисемпе кашниех музея пырса паллашма пултарать.

Н.Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *