Татьяна – шкул пики

Унта районти 13 шкултан чи маттур та харсăр, анлă тавракурăмлă хĕрсем килнĕ: Татьяна Матросова ?Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ/, Валерия Казакова ?Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/, Ксения Мурзаева ?Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/, Ландыш Мингалиева (Урмаел вăтам шкулĕ/, Кристина Степанова (Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ/, Виктория Ефремова (Шурут вăтам шкулĕ/, Валентина Калюканова ?Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕ/, Александра Сорокина (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ/, Азалия Атакаева ?Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ/, Татьяна Прокопьева ?Нĕркеç вăтам шкулĕ /, Алия Зарипова (Тукай Мишер вăтам шкулĕ/, Дильназ Тазетдинова ?Хирти Явăш тĕп шкулĕ/, Дине Гимаева ?Чĕчкен тĕп шкулĕ/.
Конкурс питĕ хĕрÿ иртрĕ. Чи малтанах хĕрсем хăйсемпе паллаштарчĕç. Кайран куракансен умне шкул формипе тухрĕç. Çак тумпа тата та илемлĕрех курăнаççĕ вĕсем. Хаклакансем тăван районăмăрпа çыхăннă ыйтусем парсассăн пĕринчен тепри тĕплĕнрех хуравларĕç. Пур ыйтăва та çăмăллăн шĕкĕлчерĕç хĕрсем. Апла пулсан, çакă çитĕнекен ăру Каçал енĕмĕр историне лайăх пĕлнине çирĕплетет. Кашниех конкурс валли хăй çинчен видеоролик те хатĕрленĕ. Çакă хĕрсем çинчен тата та ытларах пĕлме пулăшрĕ.
Йăрăс пÿллĕ пикесен пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Чăвашла тата урăх чĕлхесемпе юрлама, тутар ташши ташлама, музыка инструменчĕпе каласа юрă шăрантарма, куракансене хырăм тытса култарма, сцена çинче хăйсене питĕ илемлĕ те ятуллă тытма пĕлнипе те тыткăна илчĕç. Хăйсен аллипе ăсталанă тумсене тăхăнса утакан хĕрсене вара пăхса ытармалла мар. Çывăх çыннисем алă çупни, вĕсен ячĕсене çырнă хутсене çĕклесе кăшкăрни хутшăнакансене çĕнтерме тата та хавхалантарчĕ.
Жюри членĕсем пĕр саслă пулса «Шкул пики — 2019» конкурс çĕнтерÿçи Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вĕренекен Таня Матросова пулнине пĕлтерчĕç. Вице-пике Кĕçĕн Çĕрпÿел пики — Валентина Калюканова. Ытти хĕрсем вара тĕрлĕ номинацисенче мала тухса «Фантази пики», «Йăл кулă пики», «Илĕртÿлĕх пики», «Ырă кăмăл пики» тата ытти ятсене тивĕçрĕç.
А. МАТРОСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *