Четверг, 25 апреля

Парне илме йыхравлатпăр

Парне илме йыхравлатпăр

Кăçалхи утă уйăхĕнче эпир район çыннисене экологи ыйтăвĕсем çине нумайрах тимлĕх уйăрма хистес, таврари илеме курма тата ăна хайлавсенче уçса пама пулăшас тĕллевпе «Çутçанталăка юратса» конкурс ирттересси çинчен пĕлтертĕмĕр. Районта пурăнакансем унта тăван тавралăх илемне сăнарлакан, экологи ыйтăвĕсене пырса тивекен сăвăсемпе калавсем ярса па-чĕç.
Шел пулин те, конкурса хутшăнас текенсем йышлăнах пулмарĕç. Те вĕсене сăвă-калав çырасси илĕртмест, те вăхăчĕсем сахалрах, те экологи ыйтăвĕсем вĕсемшĕн ют… Çапах та чăн-чăн хаçат тусĕсем çак конкурса хăйсен тимлĕхĕсĕр хăвармарĕç, вăхăт тупса хайлавсем шăрçаласа редакцие ярса пачĕç. Петр Родионов, Павел Зайцев, Аня Курицына тата Кристина Медведева ĕçĕсем пурин кăмăлне те кайрĕç пулĕ тесе шутлатпăр. Вĕсем конкурса хастаррăн хутшăнса парнеллĕ пулĕç. Парнесене редакцие ноябрĕн 20-мĕшĕнче килсе илме йыхравлатпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *