Пятница, 26 апреля

Вĕçен кайăксене пулăшу кирлĕ

Кăçал хĕл сиввисем килме васкамаççĕ-ха, урамра халĕ те хура кĕркунне хуçаланать. Апла пулин те, хĕл майĕпен çывхарса пыни сисĕнет. Халĕ хĕвеллĕ кунсем те çукпа пĕрех ĕнтĕ, çĕрлесерен аванах сивĕ.

Хĕл кунĕсенче вĕçен кайăксене уйрăмах йывăр килнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Çакна шута илсе паянах вĕсем валли сырăшсем хатĕрлес ĕçе пикенме юрать. Сырăш тăвасси пĕрре те йывăр мар, çавăнпа та ку ĕçе аслисем çеç мар, ачасем те хутшăнма пултараççĕ. Алă айĕнчи япаласенченех вĕçен кайăксем валли апатлану вырăнĕ ăсталама пулать.
Улма-çырла сĕткенĕн е сĕт юр-варĕн курупкисенчен вĕçен кайăксем валли питĕ лайăх сырăш хатĕрлеме май пур. Çакна валли икĕ айккинчен кайăксене вĕçсе кĕме шăтăксем касса кăлармалла. Курупкана тăрринчен çиппе çыхса çилсĕр вырăна йывăç турачĕсем çине çирĕплетсе хумалла. Çакăн евĕр сырăша пластик савăтран та хатĕрлеме пулать.
Паллах, чи лайăх, нумай чăтакан сырăш — хăма татăкĕсенчен ăсталани. Çÿхе татăксенчен апатланмăшăн кăшкарне тумалла, тăррине тата аялти пайне фанера татăкĕсемпе хупламалла. Сырăша пĕтĕмпех хăмаран та тума пулать, анчах вăл йывăртарах пулĕ.
Вĕçен кайăксене хĕлле апат тупса çиме йывăртарах. Çавăнпа та вĕсем сырăша хурса панă хĕвел çаврăнăш, кавăн вăррисемшĕн, çăкăр тĕпренчĕкĕсемшĕн, сĕлĕ, тулă, вир кĕрписемшĕн, типĕтнĕ çырласемшĕн питĕ хавас пулĕç. Унти апат-çимĕç пĕтессине сăнасах тăмалла, вăхăтран-вăхăт апат хурса пама манмалла мар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *