Понедельник, Ноябрь 11

Вĕлле хурчĕ пек ĕçчен çемье

Вĕлле хурчĕ пек ĕçчен çемье

Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче кирек хăш ĕçе те яваплăха туйса, пысăк пахалăхпа пурнăçласси çирĕп йăлана кĕнĕ. Çакна кура, мĕн пур енĕпе илсен, кăтартусем те ÿссех пыраççĕ. Малтисен шутĕнче пуласси вара çакăнта вăй хуракансенчен нумай килет.
Акă Тукай ялĕнче пурăнакан Кузьминсен çемйинех илер. Вĕсем ялти хуçалăхра мĕн çамрăкран пуçласа паянхи кунччен чунтан тăрăшаççĕ. Çемье пуçлăхĕ Юрий Васильевич кирек мĕнле ĕçе те тиркемесĕр, тĕплĕн тăвать. Малтан пилорамăра, столярнăйĕнче ĕçленĕ. Халĕ ытти ĕçе пурнăçлама та ĕçчен çыннăн алли килет. Унăн мăшăрĕ Ольга Николаевна та хуçалăхра нумай çул тăрăшать. Вăл — пăру пăхакан.
— Выльăхсемпе калаçмасăр ĕçлеме май та çук пулĕ. Пăрусене куçран пăхсанах ăнланатăн. Вĕсене ачашласа йăпататăп, çав хушăрах, ачасене воспитани панă пек, сасă хăпартни те вырăнлă, — йăл кулă урлă пĕлтерчĕ шухăшне Ольга Николаевна.
Вĕсемпе калаçса ларнă майăн пуçра пĕр шухăш çуралчĕ. Мĕншĕн вĕсем ялта пурăнма юлнă-ха, мĕскер илĕртнĕ е хистенĕ вĕсене; Çак ыйту çине те хурав тупăнчĕ. Юрий Васильевич çемьере кĕçĕнни пулнăран ашшĕ-амăшĕпе пурăнас тивĕçне яланах асра тытнă. Çавăнпа та мăшăрĕпе пĕр шухăшлă пулса тăван кĕтесрен уйрăлас темен.
Тăван тăрăхра ĕçлеме пулакан профессие суйласа илнĕ Кузьминсем. Ялта ÿснĕ хĕр выльăхсене юратнăран Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче зоотехник профессине алла илнĕ. Çакăн хыççăн, ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăраканскере, сутуçăна вĕренме янă. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн маттур хĕрарăм валли «Рассвет» ЯХПКра ĕç тупăннă. Юрий Васильевичăн та сварщик профессине алла илни çинчен çирĕплетекен документ пур. Маттур ĕçченсене ĕçри çитĕнÿсемшĕн республика тата район шайĕнчи Хисеп хучĕсемпе чысланă.
Кузьминсем хĕрпе ывăл пăхса çитĕнтереççĕ. Асли — Юля И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче медицина факультечĕн 1-мĕш курсĕнче вĕренет. Сергей Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн 8-мĕш класĕнче ăс пухать. Ĕçчен çынсен ачисем те хăйсем пекех маттур. Тĕрлĕ мероприятисене хутшăнма та, çав вăхăтрах ашшĕ-амăшне кил картинче пулăшма та ĕлкĕреççĕ. Маттур çемье картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать, тĕрлĕрен тĕслĕ чечексем тата йывăçсем ÿстерме кăмăллать. Вĕсем ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.
А. МАТРОСОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code