Пятница, 27 января

Ултавран асăрханăр

Ултавран асăрханăр

— Анне те, атте те пенсие банк карттипе илсе тăраççĕ. Çынсен шучĕпе пуяс тесе преступниксем çулран-çул улталамалли çĕнĕрен те çĕнĕ меслечĕсене шухăшласа кăларни çинчен пĕрмаях илтетĕп. Укçа-тенкĕсĕр тата пурлăхсăр тăрса юлас мар тесен ултавçăсенчен мĕнле сыхланмалла-ши?
/ÇЫРУРАН/.
Ринат ЗАЙНУЛЛИН,
РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ:
— 2019 çулхи 9 уйăхра банк карттипе, мобильлĕ çыхăнупа тата Интернет счечĕпе усă курса укçа-тенкĕ вăрланипе çыхăннă 13 преступление шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта асăннă категорире 4 преступлени пулнă.
Ытларах чухне тавар туяннă, сутнă чухне улталаççĕ. Таваршăн банк картти çине куçарса пама ыйтаççĕ. Туянакан «сутуçă» каланă пек тăвать. Укçа-тенкĕне куçарса панă хыççăн «сутуçă» тек çыхăнăва тухмасть, çухалать. Çапла майпа район çыннисене кăçал «шăнман пăр çине» лартнă. Укçа-тенкĕсĕр хăварнă преступленисем тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Районта пурăнакансене çине-çинех асăрхаттаратпăр пулин те, ултав серепине лекекенсем пĕрех йышлă.
УЛТАВÇĂСЕНЧЕН МĔНЛЕ СЫХЛАНМАЛЛА-ХА? 
* Банк карттин пин-кодне тата унăн реквизичĕсене никама та пĕлтермелле мар. Преступниксене укçа-тенкĕ вăрлама картта номерĕсене пĕлни те çителĕклĕ.
* Пин-кода картта çине çырмалла мар, ăна астуса юлсан лайăхрах е карттăран уйрăм çĕрте тытмалла.
* Картта çинчен укçа-тенкĕ илнĕ чухне видеосăнав тата хурал пур çĕрте, шанчăклă вырăнта тăракан банкоматпа кăна усă курăр.
* Банкоматра карттăпа операцисем пурнăçланă чухне хăвăрпа юнашар палламан çынсем тăрасран асăрхăр. Карттаприемника, клавиатурăна тата банкомата тимлĕн сăнăр — енчен те банкомата хушма хатĕрсем вырнаçтарнине асăрхасан ку банкоматпа усă курма тăхтамалла, иккĕленÿсем çинчен полицие пĕлтермелле.
* Чека банкомат çумĕнче ан хăварăр. Ун тăрăх престуниксем сирĕн карттăн номерне пĕлме, укçана вăрлама пултараççĕ.
* Банк сотрудникĕсен ятĕнчен шăнкăравлакан тата картта реквизичĕсене пĕлтерме ыйтакан палламан çынсемпе калаçмалла мар.
* Мобильлĕ телефонра Интернет тата банк счечĕпе усă курмалли приложени пур пулсан вируссемпе кĕрешекен программа вырнаçтарăр.
* Пĕлмен çынсенчен килекен иккĕлентерекен СМС тата ММС çырусенчи ссылкăна уçмалла мар.
* Контрагент шанчăклăхне тĕрĕслемесĕр нихăçан та электронлă енчĕке укçа-тенкĕ куçармалла мар. Ытларах чухне преступниксем тĕрлĕ Интернет сайтсенче сутуçă пек ĕçлеççĕ. Илĕртÿллĕ хакпа тавар туянма сĕнсе сире банк картти çине укçа куçарса пама ыйтаççĕ.
* Енчен эсир е сирĕн тăванăрсем ултавçăсен аллине çаклантăр пулсан, е сирĕн тĕлĕшпе саккуна хирĕçлекен ĕç-пуç тума планланине туйсан тăхтамасăрах полицие 02, 102 е 5-14-13 номерсемпе шăнкăравлăр.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *