Четверг, 25 апреля

Тискеррĕн хĕненĕ

Октябрь уйăхĕнче пĕр хăрушă хыпар район тăрăх çиçĕм хăвăртлăхĕпе саланчĕ: каçхине урамра 14 çулти хĕрачана хĕнесе пĕтернĕ.
Ăна, тăнне çухатнăскере, йывăр суранланнăскере, Комсомольскипе Кĕçĕн Каçал ялĕсене çыхăнтаракан çул çинче тупнă. Хĕрачан пуç мими сиенленни палăрнă, ăна тÿрех район больницине леçнĕ. Çак хыпар, паллах, пурне те сисчĕвлентерчĕ. Сĕм çĕрле те мар-çке-ха, кам çакăн пек хăтланма, çав тери тискеррĕн хĕнесе пĕтерме пултарнă-ха? 
Полици ĕçченĕсем тÿрех тĕпчевпе шырав ĕçĕсене пикеннĕ. Хĕрачана çул çинче тупнă май, ăна машинăпа çапса хăварма пултарнине шута илсе оперативниксем çак вырăнтан иртсе çÿрекен кашни транспорт хатĕрне тĕрĕслеме пикеннĕ. Унсăр пуçне РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн тата Чăваш Енри Уголовлă шырав управленийĕн ĕçченĕсем çак преступление курма пултарнă çынсене шыранă, киревсĕр ĕç мĕнле майпа пулса иртнине уçăмлатма тăрăшнă. Ятарлă шыравпа тĕпчев ĕçĕсем темиçе эрне тăршшĕ талăкĕ-талăкĕпе тăсăлнă.
Специалистсем кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнин усси пулнах. Чылай çынпа калаçнă-курнăçнă, видеосăнав хатĕрĕсене тĕпченĕ хыççăн, полици ĕçче-нĕсем Канашри пĕр техникумра ăс пухакан Комсомольски çамрăкĕн йĕрĕ çине ÿкнĕ. Ăна тытса чарсан вăл çак преступление хăй тунине йышăннă. Мĕншĕн-ха вăл хĕрача çине сиксе ÿкнĕ; Çамрăк çын пĕлтернĕ тăрăх, иртсе пыракан шкул ачи ăна кÿренмелли сăмахсем каланă. Çакă яша килĕшмен, вăл хĕрачана тапăнса тискеррĕн хĕнесе пĕтернĕ.
Ку тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă. Комсомольски çыннин хăйĕн киревсĕр ĕçĕшĕн туллин явап тытма тивĕ.
Палăртса хăвармалла: хĕрача халĕ те больницăра сипленет, тухтăрсем вăл майĕпен йĕркене кĕрсе пынине палăртаççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *