Четверг, 25 апреля

Пурнăç çулĕ çăмăл мар

Пурнăç çулĕ çăмăл мар

Çак кунсенче Комсомольскинче пурăнакан Александр Геннадьевич Гаврилов 90 çул тултарчĕ. Ăна саламлама унăн ачисемпе тăванĕсем, пĕлĕшĕсем йышлăн пухăнчĕç.
Александр Геннадьевич Елчĕк районĕнчи Акчелте çуралса ÿснĕ. Тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ — пушар хуралĕн ертÿçи, районти потребительсен кооперацийĕнчи склад заведующийĕ, сутуçă, бригадир. Унăн ĕç стажĕ 50 çул ытла.
Мăшăрĕпе Антонина Арсентьевнăпа 6 ача пăхса ÿстернĕ. Шел пулин те кил хуçи хĕрарăмĕ 44 çултах вăхăтсăр вилнĕ. Ун чухне кĕçĕн ывăлĕсем Саша 2-мĕш, Гена 9-мĕш классенче вĕреннĕ, аслăрах ачисем ĕç çулĕ çине тăма ĕлкĕрнĕ.
А.Гаврилов пулас мăшăрĕпе шкулта вĕреннĕ чухнех туслашнă. Вĕсем пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăннă. Мăшăрĕ çĕре кĕрсессĕн кил-çурта пĕччен тытса пынă, кĕçĕн ывăлĕсене те тивĕçлĕ воспитани тата пĕлÿ панă. Паллах, ашшĕне тăван килтен тĕрлĕ çĕре тухса кайнă ывăлĕсемпе хĕрĕсем те май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă.
Александр Геннадьевич апат-çимĕçне, çăкăр-кукăльне те хăех пĕçернĕ, выльăх-чĕрлĕхне те пăхнă, кĕпи-йĕмне те çунă, пахчинче çĕрулми, помидор-хăяр, тĕрлĕ культурăсем акнă-лартнă. Пур ĕçре те хăех ĕлкĕрсе пынă.
Вăхăт иртнĕ май ывăл-хĕрĕсем те çемьеллĕ пулнă. Ленăпа Саша Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ. Ывăлĕ Гена Çĕнĕ Шупашкарта тымар янăччĕ, мăшăрĕпе 4 ача çитĕнтеретчĕç. Шел пулин те вăтăр виççĕри милици капитанĕн пурнăçне преступлени тăвакан ирсĕрсем вăхăтсăр татнă. Ашшĕ те, тăванĕсем те уншăн сахал мар кулянчĕç. Генăн çемйине пулăшма тăрăшрĕç. Александр Геннадьевичăн хĕрĕ Ира Аслă Елчĕкре тĕпленнĕ, чылай çул çĕвĕ цехĕнче закройщицăра ĕçленĕ. Вова Украинăна çул тытнă. Вăл çемйипе Луганск хулинче пурăнать.
А.Гавриловăн хĕрĕ Людмила чылай çул Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентнĕ. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Ватă чылай çул ĕнтĕ хĕрĕ патĕнче, Комсомольскинче пурăнать. Людмилăпа Владимир Константиновсем ăна лайăх пăхаççĕ. Александр Геннадьевичăн 13 мăнук, 17 мăнмăнук.
90 çулхи уявпа А.Г.Гаврилова Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова саламларĕ. РФ Президенчĕн В.Путинăн салам открыткипе, парнесемпе чысларĕ. Ватă çынна хисеп туни темĕнле парнерен те хаклăрах.
З.НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *