Уявра савăнма кăмăллă

Уявра савăнма кăмăллă

Иртнĕ эрнере Çĕнĕ Шăхран ялĕнчи культура çуртĕнче пысăк уяв иртрĕ. Культура çурчĕн директорне Тамара Александровăна сумлă юбилей ячĕпе ĕçтешĕсем саламларĕç. Комсомольски ял тăрăхĕн культура ĕçченĕсем ял çыннисене пысăк концертпа савăнтарчĕç.
Тамара Ивановна ялти клубра ĕçе кÿлĕннĕренпе 22 çул çитрĕ. Вăл Çĕрпÿри культура училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн ĕçе пикеннĕ те паянхи кунчченех шаннă ĕçре тăрăшать. Астăватпăр-ха, вăл ĕçлеме пуçланă кун Виçпÿрт ялĕнче Эмине поэтессăна халалласа пысăк уяв иртнĕччĕ. Халĕ те савăнăçлă тĕлпулăва Эминен «Хĕрсем утă çулма тухса каяççĕ» юррипе пуçларĕç. Куракансем юрра тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Культура çуртĕнче юрă хыççăн юрă шăранчĕ. Саламлакансем те йышлăн пулчĕç. Юратнă хĕрне саламлама 82 çулхи амăшĕ, Раиса Павловна, пĕртăванĕсем те килсе çитнĕ.
Тамара Александрова чăннипех те маттур хĕрарăм. Вăл — пултаруллă, вăр-вар ĕçчен. Мĕн чухлĕ мероприяти йĕркелет тата? Унта ачасене те, ваттисене те явăçтарать. Ялти культура вучахĕ сÿнмест, вăл ялкăшать. Пире, ялта пурăнакансене, культура çуртне çитсе курма çав тери кăмăллă. Юбилей уявĕ те чылайлăха асра юлчĕ. Ăна Альбина Галкина ăшă кăмăлпа ертсе пычĕ. Уявсем татах та пулччăр-ха!
Л.ТИХОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *