Пятница, 3 февраля

Çитес çул — çырав

Раççей историйĕнчи вуниккĕмĕш çырав хальччен нихçан усă курман цифра формачĕпе иртĕ. Çыравçăсен ыйтăвĕсене куçа-куçăн та, патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче те хуравлама май пулĕ. Улшăнусем анкетăра та пулĕç.
«Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн асăннă мероприятин вунă çулта пĕрререн кая мар иртмелле, 2020 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ Халăхпа çурт-йĕр фончĕн тĕнчери 2019—2020 çулсенчи çырав программин пĕр пысăк пайне йышăнĕ. Çак тапхăрта пĕр вăхăтрах 80 çĕршывра Çырав тĕрлĕ формăпа иртĕ.
Раççейре юлашки хут Çырава 2010 çулта ирттернĕ. Унтанпа, паллах, çĕршывра 40 миллион ытла демографи пулăмĕ хыçа юлнă — çын çурални, вилни, мăшăрланни, пурăнмалли вырăна улăштарни тата ытти те. Черетлĕ Çырав улшăнусен виçине тĕрĕс хак пама пулăшĕ.
Пĕтĕм Раççейри Çырав çĕршывра 2020 çулхи октябрĕн 1—31-мĕшĕсенче иртĕ. Аякри тата çитме йывăр районсенче пурăнакансен анкета хуравĕсене апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 20-мĕшĕччен пухаççĕ. Тĕп тимлĕх — çĕнĕ технологисене. Çырав хучĕсене Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен нумай функциллĕ центрĕсенче /МФЦ/ çырса тултарма май туса параççĕ. Кунта утăм хыççăн утăм экран çине сĕнÿсем тухса пырĕç — онлайн-çырав çакăнпа ансат. Онлайн-çырава хутшăннă кашни çын патне код килĕ. Çырава ирттерекене ăна пĕлтермелле. Çыравçăсем хут бланксемсĕр пуçне планшетсемпе те усă курĕç.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерекенсем валли хĕрлĕ-кăвак шарфсем тата кăвак портфельсем килсе çитнĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *