Воскресенье, 14 июля

Хутпа перекетлĕ усă курар

Хутпа перекетлĕ усă курар

«Хутпа вырăнлă усă курма вĕренер!» — çапла девизпа иртет Пĕтĕм тĕнчери «хутсăр» кампани. Вăл çулсерен кĕркунне пулать. Малтан ăна пурте октябрĕн тăваттăмĕш кĕçнерникунĕнче йĕркеленĕ, 2015 çулта хăш-пĕр çĕршывсем çак куна ноябрь уйăхне куçарнă. Пирĕн çĕршывра Хутсăр куна йăлана кĕнĕ йĕркепех паллă тăваççĕ. Кăçал вăл октябрĕн 24-мĕшне лекрĕ.
Çак кун экономикăн тĕрлĕ тытăмĕнче тăрăшакан организацисем хутпа вырăнсăр усă курассине чакарассипе çыхăннă пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ, хута перекетлеме ирттерекен акцисене хутшăнаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери хутсăр кунăн тĕллевĕ — çутçанталăк ресурсĕсене перекетлемелли çинчен аса илтересси, паянхи кун хутпа усă курмасăрах тĕрлĕ ĕç тума май паракан технологисем çине ытларах тимлĕх уйăрма хистесси.
Çакăн пек акци çутçанталăкшăн çеç мар, тĕрлĕ организацисемшĕн те усăллă. Электрон документсен çаврăнăшне пула организацисен хута пичете яма, упрама тата турттарма каякан тăкакĕсем сахалланаççĕ. Çав вăхăтрах Информаципе ÿкерчĕксен управленийĕпе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен ассоциаци пĕлтернĕ тăрăх, пĕр тонна хута перекетлени е çĕнĕрен усă курма яни 17 йывăçа çăлать, 26000 литр шыва, 3 кубла метр тăпрана, 240 литр çунтармалли материала тата 4000 кВт/ сехет электричествăна перекетлет. Çавăн пекех, çак ассоциаци палăртнă тăрăх, хут документсен 45 процентне хатĕрленĕ хыççăн 24 сехет хушшинче кăларса пăрахаççĕ.
Тĕнчипе хутпа мĕнле усă курнине пăхсан, çак ыйту çине паянхи кун ытларах тимлĕх уйăрма кирли куçкĕрет. Юлашки 20 çулта хутпа усă курасси 26 процент ÿснĕ. Вăрмансене касасси те хальхи вăхăтра вĕсем çĕнелсе пынинчен хăвăртрах пулса пырать.
Паллах, хутпа усă курма пĕтĕмпех пăрахма пулмасть. Çапах паянхи технологисемпе туллин усă курса çутçанталăк ресурсĕсене чылай перекетлеме пулать.
ИНТЕРЕСЛĔ ФАКТСЕМ:
Раççейри офиссемпе предприятисене хутпа тивĕçтерме 768 миллион йывăçа касаççĕ.
Офисра ĕçлекен кашни çын çулталăкра вăтамран 160 килограмм хут кăларса пăрахать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *