Юлашки вăхăтра преступниксем ют карттăсем çинчен укçа-тенкĕ вăрланă тĕслĕхсем йышлансах пыни пăшăрхантарать. Шел пулин те, çынна çăмăллăн ĕненекенсем вĕсен серепине наччасрах лекеççĕ. Кăçал районта, республикăра ултавçăсенчен хур курнă тĕслĕхсем сахал мар.
Мĕнлерех схемăсемпе ĕçлеççĕ çын шучĕпе пуйма тăрăшакансем, ытларах хăш тĕслĕхсенче улталанать халăх? Преступниксемшĕн чи лайăх мел — Интернетри сайтсенчи страницăсем çине тавар сутасси пирки пĕлтерÿсем вырнаçтарни. Вĕсем тавар туянакана укçа-тенкĕпе маларах татăлма сĕнсе ăна картта çине куçарма ыйтаççĕ, каярах хăйсем те, вĕсемпе пĕрле страницисем те çухалаççĕ.
Тата тепĕр тĕслĕхре тавар шыракан «Instagram» ресурс урлă спорт таварĕсем вырнаçтарнă хыпара курсан сутуçăпа çыхăннă, вăл калакан картта çине укçа-тенкĕ куçарса панă. Анчах шантарнă тавара кĕтсе илеймен.
Тепĕр тĕслĕхре преступниксем банк сотрудникĕ ятĕнчен шăнкăравланă, Б-на банкра унăн ячĕпе пысăк укçа-тенкĕ упранни пирки хыпарланă, пĕтĕмĕшле суммăн 13 процентне маларах хăйсем ыйтнă банк карттин счечĕ çине куçарма сĕннĕ. Хĕрарăм çапла тунă, анчах та «банк сотрудникĕ» укçана илсенех çухалнă.
Электрон кошелекпа та тимлĕ пулмалла. Акă, август уйăхĕнче К. гражданинăн QIWI электрон кошелекĕнчен 57 пин тенкĕ укçи çухалнă. Айăпĕ хăйĕнчех, вăл пĕрре курнă çынна кошелек çинчен пĕлтернĕ, парольсене, номерсене каланă. Пуяс кăмăллă çын тÿрех укçа-тенке сăптăрса илнĕ те. Çын пурлăхне вăрлакана РФ Уголовлă Кодексĕн 2-мĕш пайĕн 159-мĕш статйипе айăпланă.
Халăха яланах тимлĕ пулма ыйтас килет. Шанчăксăр сутуçăсемпе, палламан çынсемпе ан çыхланăр, тавара илсен анчах укçа-тенкĕпе татăлма тăрăшăр. Банк карттин номерне, вăрттăн кодне е ытти информацие никама та ан пĕлтерĕр.
Асра тытăр, телефон урлă шăнкăравлаканпа уйрăмах асăрхануллă пулмалла, карттăпа çыхăннă ыйтусене банка пырса унти специалистсемпе калаçса анчах татса памалла.
Э.БИККУЛОВ,
следователь.