Нумаях пулмасть иртнĕ ларура РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев Чăваш Ен вăрмана хÿтĕлессипе ăнăçлă ĕçлекен регионсен шутне кĕнине пĕлтернĕ. Çак регионсене тĕрлĕ енлĕн, çав шутра укçа-тенкĕпе те, хавхалантармаллине палăртнă.
Республика Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев вăрмансене вут-кăвартан хÿтĕлесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Çавна май республикипе ку енĕпе чылай ĕç туса ирттереççĕ. 2018 çулта республика бюджетĕнчен уйăрнă 45,7 миллион тенкĕпе çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те вăрмана кĕрсе пушар сÿнтермелли 9 автоцистерна, пĕчĕк 6 патруль комплексĕ, кустăрмаллă 7 трактор тата 5 плуг туяннă. Çавăн пекех ЧР Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин «Вăрман хуралĕ» хысна учрежденийĕ валли Шевроле-Нива 11 автомашина туяннă. Вĕсем инкек тухма пултаракан вырăнсене пăхса çÿреме кирлĕ.
Чăваш Енре кашни çулах вăрмансенчи пушарсенчен сыхланас тĕллевпе тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Çавна валли 2019 çулта пурĕ 28,3 миллион тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех «Вăрмансене упрасси» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн вăрманти вут-кăварпа кĕрешмелли техника тата оборудовани туянма пурĕ 54,7 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак укçапа пушар сÿнтермелли хатĕр-хĕтĕрлĕ пĕчĕк 17 патруль комплексĕ туяннă та ĕнтĕ. Çулталăк вĕçлениччен лесничествăсен пушар сÿнтермелли станцийĕсене кустăрмаллă 15 трактор туянса пама палăртнă.
Пушар тухнине маларах асăрхани питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та вут-кăвар тухнине çийĕнчех пĕлес тĕллевпе видеомониторинг йĕркелеме республика бюдже-тĕнчен 1,2 миллион тенкĕ уйăрнă, пурĕ 3 видеокамера вырнаçтарса лартнă. Çак тытăм вăрман фондĕнчи 100 пин гектартан сахалрах мар территорие сăнаса тăма май парать.
Специалистсем вăрмансенчи лару-тăрăва тĕрĕслесех тăраççĕ. 2019 çулта пурĕ 2279 патруль тата рейд мероприятийĕ ирттернĕ, вĕсен вăхăтĕнче вăрман законодательствине пăснă тĕслĕхсене тупса палăртса 161 протокол çырнă. Вăрман фондĕнчи çĕрсем çинче кăçал 3 хутчен вут-кăвар тухни паллă. Вĕсене вăхăтра асăрхаса çийĕнчех сÿнтерме май килнĕ. Вăрман фончĕ тăкак тÿсмен. Федерацин Атăлçи округне илес пулсан вара, унта пĕтĕмпе 738 хутчен пушар тухнă.