Суббота, 20 апреля

Шкул — 25 çулта

1994 çулта Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн алăкĕсем пĕрремĕш хут уçăлса ачасене йыхравланă. 25 çул ĕнтĕ вăл ачасене кĕтсе илет, вĕрентет, пурнăç çулĕ çине кăларать. Чĕрĕк ĕмĕрте 1458 вĕренекен çак шкултан вĕренсе тухнă, вĕсенчен 81-шĕ — ылтăн медале, 79-шĕ кĕмĕл медале тивĕçнĕ.
Паянхи кун шкула 16 ялти ачасем çÿреççĕ. Пурĕ кунта — 477 вĕренекен. Унсăр пуçне шкул çулне çитменнисен пĕр ушкăнĕ ĕçлет. Шкулта — 32 педагог, вĕсенчен чылайăшĕ 25 çул тăршшĕпех кунта тăрăшать. Вĕсен йышĕнче: Л.П.Абрамова, Л.В.Алексеева, Л.П.Алексеева, И.Х.Басырова, Ф.В.Гаврилов, С.Г.Индюкова, В.Г.Краснова. Кашни педагог çинченех ăшă сăмахсем калама пулать. Вĕсенчен 20-шĕ — аслă, 8-шĕ — пĕрремĕш квалификаци категориллĕ. Шкулта Халăх вĕренĕвĕн отличникĕ, РФ пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ 8 ĕçченĕ, ЧР Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Икĕ вĕрентекене — РФ Вĕренÿ тата ăслăлăх министерствин Хисеп грамотисемпе, пĕр педагога — ЧР Культура министерствин Хисеп грамотипе, 7 çынна ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисемпе чысланă.
Шкулта ĕçлекенсем талантлă, хăйсен тивĕçĕсене юратса пурнăçлаççĕ. Кунта яланах ырă та хăтлă. Çакăнта, паллах, шкул директорĕн Евгений Савельевăн тÿпи пысăк. Вăл педагогсене ĕçлеме пур услови те туса пама, вĕсен ăсталăхне ÿстерме тăрăшать, ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ вĕренĕве мĕнле йĕркеленипе кăмăллă пулччăр тесе вăй хурать.
Професси ăсталăхне ÿстерсе пырас тĕллевпе учительсем педагогика ăсталăхĕн конкурсĕсене тăтăшах хутшăнаççĕ. Сăмахран, А.В.Мухина «Çулталăк учителĕ» конкурсра, С.Н.Индюкова «Самый классный классный» конкурсра, И.Х.Басыровăпа С.Н.Индюкова Пĕтĕм Раççейри «На пути к успеху» конкурсра палăрнă.
Шкулта çĕнĕ вĕренÿ технологийĕсемпе тухăçлăн усă курас тĕллевпе те чылай ĕç тăваççĕ. «Раççей электрон шкулĕ», «Цифра лабораторийĕ» проектсем ĕçе çĕнĕ мелсемпе йĕркелеме пулăшаççĕ. 2016—2020 çулсенче вĕренĕве аталантармалли федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн шкулта ятарлă библиотекăпа информаци центрĕ йĕркеленĕ. Центр «Электронлă библиотека» тытăмра ăнăçлăн ĕçлет. Вĕренекенсемпе учительсем шкул программине кĕрекен электронлă кĕнекесемпе тÿлевсĕрех паллашма пултараççĕ. Çак центра Елена Савельева ертсе пырать. Вăл кĕнекесенчен куравсем йĕркелет, тĕрлĕ конкурс-викторинăсем ирттерет, ачасене кĕнеке вулама явăçтарать. Елена Евгеньевна — Пĕтĕм Раççейри «Мой край — моя Россия», «Родина у нас одна» конкурссен, библиотекарьсен методика хатĕрлевĕсен тата наукăпа практика статйисен республика конкурсĕн призерĕ. «Лица Чувашии» проекта хутшăнса шкул Чăваш Республикин паллă çыннисен пысăк куравне тивĕçнĕ.
2018 çултан пуçласа вăтам шкул республикăн кăнтăр районĕсенчи шкулсенче «Перспективная начальная школа» программăпа пуçламăш классене вĕрентекенсен ресурс центрĕ шутланать. Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен шкулта гуманитари тата цифра вĕренĕвĕн «Ÿсĕм вырăнĕ» центрĕ ĕçлеме пуçларĕ.
Çĕнĕ технологисемпе усă курса вĕреннĕ май ачасен тĕрлĕ конкурссенчи, олимпиадăсенчи, конференцисенчи кăтартăвĕсем те аван. Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнчи олимпиадăсем тăрăх шкул районта 1-мĕш вырăна тухнă. Физкультура, ОБЖ предмечĕсемпе С.Курицын, Н.Бархонов /ертÿçи А.А.Тихонов/ республика шайĕнче призерсен шутне кĕнĕ. Чăваш чĕлхипе регионсем хушшинче иртнĕ олимпиадăра Н.Бархонов, Э.Кузнецова, М.Моторина /ертÿçи — С.Г.Индюкова/, Л.Крылов /ертÿçи — Л.П.Абрамова/ призерсен шутне кĕнĕ.
Профильлĕ предметсене тарăннăн шĕкĕлчес тĕллевпе 10 тата 11 классенче вĕренекенсем химипе биологи тата инженерипе техника ушкăнĕсене пайланаççĕ. Вĕсем çак предметсемпе ППЭ тытса лайăх балсем пуçтараççĕ, тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсене кĕреççĕ. Кашни çулах выпускниксен 98 проценчĕ аслă вĕренÿ учрежденийĕсене вĕренме кĕрет.
2017 çулта шкулта кадет класĕ уçнă. Паянхи кун тĕлне шкулта 50 кадет ăс пухать. Ноябрьте вĕсен йышĕ тепĕр 28 ачапа пуянланать. Кадет юхăмĕ çамрăксем хушшинче патриотизма аталантарать, Тăван çĕршыва хÿтĕлемелли çинчен аса илтерет. Кадетсем тĕрлĕ ăмăртусене активлăн хутшăнаççĕ.
Шкул уявĕ çинчен калаçнă май кунта чылай çул тăрăшнă педагогика ĕçĕн ветеранĕсем çинчен манар мар. Вĕсем: Т.Д.Абрамова, Н.Г.Боровкова, З.М.Быкова, Е.П.Васильева, Г.Е.Длинов, В.В.Дряблова, Т.В.Кокорева, Г.Ф.Мавлютова, Г.А. Мамуткина, Л.К.Орлова, В.П.Поргунова, А.Н.Сорокина тата ыттисем те.
Шкул выпускниксемпе те мухтанма пултарать. Вĕсем хушшинче пурнăçра пысăк çитĕнÿ тунисем чылайăн. Тĕслĕхрен, А.В.Александров — ют çĕршыв компанийĕн генеральнăй директорĕ, С.Н.Антонов — врач-анестезиолог-реаниматолог, А.С.Антонова — «Вершина девелопмент» ОООн инвестици аналитикĕ, Т.В.Вунберова — «Россельхозбанк» АОн Чăваш Енри 1104-мĕш уйрăмĕн управляющийĕ, З.В.Говорова — РФ правительстви çумĕнчи архитектор-авиатранспорт конструкторĕ, Р.С.Зайнуллин — РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ, М.С.Зайцев — врач-нейрохирург, Э.Ш.Зейнутдинова — И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн доценчĕ, А.И.Индюков — экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, М.Е. Тихонов — ЧР ШĔМĕн дознани пайĕн начальникĕ, О.П.Смирнова — филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ тата ыттисем те. Чылай выпускник хăйсен вĕрентекенĕсен çулĕпе кайса педагогикăна суйланă. Вĕренекенсем те, педагогсем те пултаруллă та маттур. Эпир çулран-çул аталанатпăр, малашлăха тишкеретпĕр.
Октябрĕн 26-мĕшĕнче шкулта савăнăçлă уяв иртет. Вăл 11 сехетре пуçланать. Хапăл туса кĕтетпĕр.
Вăтам шкул коллективĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *