Пятница, 27 января

Хаçат-журнал кашни килте пултăр

Аслă Чурачăк ялĕнчи почта уйрăмĕнчен нихăçан та çын татăлмасть. Халăх иртсе çÿрекен вырăнта вырнаçнине пула, ватти те, çамрăкки те кĕрсе тухать унта.
— Халăх пирĕн пата тĕрлĕ ыйтупа кĕрет. Пĕрисен газ укçи, электроэнергишĕн тÿлемелле, теприсен посылка ямалла е ăна алла илмелле. Виççĕмĕшĕсем вара пирĕн пата кулленхи таварсене туянма кĕреççĕ. Хаçат-журнал çырăнма, туянма кĕрекенсем те сахал мар. Эпир халăх ыйтнине туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр. Халĕ çырăнтару тапхăрĕ хĕрÿ пырать. Çынсем ытларах район хаçатне çырăнаççĕ, çав вăхăтрах республикăра тухса тăракан периодика изданийĕсемпе те кăсăкланаççĕ. Чи вуланаканнисен шутне «Чăваш хĕрарăмĕ», «Çамрăксен хаçачĕ», «Хресчен сасси. Кил», «Кил-çурт, хушма хуçалăх» хаçатсене кĕртес килет, — тет почта начальникĕ Наталья Шуряшкина, вырăнти ĕç-хĕлпе паллаштарнă май.
Аслă Чурачăкри почта уйрăмĕнче тăватă почтальон ĕçлет. Тăрăшуллăскерсен кашнийĕнех çурăм хыçĕнчи сумки тем пек йывăр пулсан та вĕсем хăйсен ĕçне чăннипех юратаççĕ.
— Пирĕн ĕç йăлтах çын çинче, çавна май вĕсене хаçат-журнал урлă савăнăç илсе çитерме тата вĕсен хаваслă сăнĕсене курма çав тери кăмăллă. Ял халăхне чун апачĕ яланхиллех кирлĕ. Çакна эпир тепĕр чух хăйсем юратнă хаçат-журналĕсене çырăнса юлма манса кайнишĕн пăшăрханнă самантсенче ытларах туятпăр. Çавна май çак ыйтăва пĕрле татса пама çул-йĕрсем шыратпăр, — тет Ильхамия Гибатдинова.
Маттур почтальон — почта уйрăмĕнчи чи нумай ĕçлекенсенчен пĕри. Вăл куллен Чĕчкен ял çыннисене периодика изданийĕсемпе тата çырусемпе тивĕçтерет. Çак тапхăрта миçе пин-пин километр сукмак такăрлатма лекмен-ши ăна?! Пĕрисене ăшă сăмахпа, теприсене ырă хыпарпа кăмăлне çĕклемен-ши?! Çапла, почтальон ĕçĕ, чăн та, çăмăллисен йышĕнчен мар.
— Çумăр çăвать-и, çил тăман-и, сивĕ-и, шăрăх-и — пирĕн пурпĕрех çула тухмалла. Ял çыннисене периодика изданийĕсене те, пенси укçине те вăхăтра памалла, хаçат-журналне те çырăнтармалла. Çырăнтару çулран-çул йывăр килет. Ĕмĕрĕпех алла хаçат илсе тăракансем пĕр сăмахсăрах çырăнаççĕ, çамрăксем вара пăрăнаççĕ. Интернетра вуласа пĕлетпĕр теççĕ. Хаçат-журналпа ытларах пенсионерсем туслă, — терĕç почтальонсем.
Çамрăксем вара мĕншĕн-ши алла хаçат илсе вуламаççĕ, мĕн кирлине пĕтĕмпех Интернетра тупаççĕ-ши; Унта, чăннипех те, информаци нумай пулĕ, анчах та хаçата алла илсе вуласан чылай лайăхрах пек. Хăшĕ-пĕри хаçат çырăнма хаклă теме пăхĕ. Сăмахран, çырăнтару декадинче «Каçал ен» хаçата 418,38 тенкĕпе çырăнма май пулчĕ, халĕ — 457,68 тенкĕ. Уйăхра 8—9 хаçатшăн 76,28 тенкĕ тÿлемелле. Район хыпарçине кашни çемье çырăнма пултарать тесе шутлатпăр. Эпир çеç мар, почта уйрăмĕнче ĕçлекенсем те çакăнпа килĕшеççĕ. Апла пулсассăн çитес çул валли «Каçал ен» çырăнма васкăр.
А.АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *