Пятница, 27 января

Çĕрулмине мухтаса савăнтăмăр уявра

Кăçалхи çул ăнса пулнă пахча çимĕçсемпе савăнтарчĕ. Пĕччен йăтса илме те çук пысăк кавăнсем, хĕрлĕ-сарă тĕспе куçа савăнтаракан кишĕрсем, аври çинчен усăнса тăракан хĕп-хĕрлĕ помидорсем, шултра ыхра-сухансем… Кашниех пуль кăçал пуян тухăç пуçтарса кĕртсе хĕле валли упрама хучĕ. Уйрăмах вара «иккĕмĕш çăкăр» — çĕрулми ăнса пулчĕ. Октябрĕн 17-мĕшĕнче районта пурăнакансемпе хăнасем çак çимĕçе халалласа ирттерекен фестивале тата «Кĕр парни — 2019» кĕрхи ярмăрккăна пуçтарăнчĕç.
«Эх, улмаçăм, çĕрулми!» фестивале пĕлтĕр пуçласа ирттернĕ. Вăл район çыннисен кăмăлне кайнине кура ăна кăçал та йĕркелеме шутларĕç. Пахча çимĕçсене пуçтарса кĕртнĕ хыççăн пĕрле пуçтарăнса уявра савăнни мĕн тери паха. «Кĕр парни» ярмăрккана кашни çулах йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Шăпах çакăнта районта пурăнакансем, хăнасем килти хуçалăхра тата фермерсем çитĕнтернĕ пахча çимĕçе çителĕклĕн туянма пултараççĕ.
Чи малтанах пуçтарăннисене район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика тата пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен начальникĕ Инна Лепешкина, Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕç, юрласа-ташласа савăнма, вăхăта хаваслăн ирттерме сунчĕç. Уява кÿршĕ районсенчен те хăнасем килсе çитнĕ. Елчĕк район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов, Канаш район администрацийĕн ял хуçалăх уйрăмĕн тĕп специалист-эксперчĕ Валерий Долгов тата Шăмăршă район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Олег Алексеев пурне те уяв ячĕпе саламларĕç, пирĕн сĕтел çинчи тĕп çимĕçе — çĕрулмине халалласа уяв ирттернине ырласа калаçрĕç. «Каçалсенчен тĕслĕх илмелли пурах», — палăртрĕç вĕсем.
Паянхи кун ял çыннисемшĕн чи кирлĕ техника вăл — мотоблок. Çуркуннехи ака-сухаран пуçласа кĕркунне пахча çимĕçсене пуçтарса кĕртичченех мотоблоксăр пурнăç çук. Çавăнпах ĕнтĕ фестивальте мотоблоксен парадне ирттерчĕç. Пурĕ 5 ял тăрăхĕнчен килнĕ техника хатĕрĕсем унта хутшăнчĕç. Епле çеç илемлетмен-ши вĕсене?! Тата кам кăна ларса пымасть-ши вĕсем çинче? Тĕрлĕ пахча çимĕçрен ăсталанă кĕлеткесем, чĕрчун тумĕсене тăхăннă çынсем… Вĕсене курсан куç-пуç алчăрасах каять. Мĕн тери илем ăсталама пултараççĕ пирĕн районта пурăнакансем хăйсен аллисемпе!
Фестивальте курмалли, паллашмалли тата та нумай пулчĕ. Районта пурăнакансем, хăнасем ял поселенийĕсем хатĕрленĕ куравсемпе хаваслансах паллашрĕç. Çĕрулмирен тата ытти пахча çимĕçрен ăсталанă япаласем чăннипех те тĕлĕнтереççĕ. Çĕрулмирен хатĕрленĕ лаша, кăткă тĕмми, чĕрĕпсем, упасем, купăстаран ăсталанă мулкач, тăрăхла кавăнран касса тунă карап, кавăнран ăсталанă кинемей, тĕрлĕ пахча çимĕç тултарнă карçинккасем… Йăлтах каласа та пĕтерме çук. Ялсенчи ăстасен фантазийĕ иксĕлми. Унсăр пуçне сăнÿкерчĕксен «Кĕрхи палитра» конкурсне килнĕ ĕçсемпе те пурте хаваспах паллаш-рĕç. Çавăн пекех çĕрулмирен пĕçернĕ тĕрлĕ апат-çимĕçпе те сăйланма май пулчĕ. Шарккăва, çĕрулми куклине, нимĕрне тата ытти çимĕçсене чылайăшĕ хапăлласах тутанчĕ.
Уяв конкурссемпе пуян пулчĕ, пултарулăх коллективĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. «Эх, улмаçăм, çĕрулми» фестиваль асра юлмалла иртрĕ, пурин кăмăлне те кайрĕ.

Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *