Иртсе кайнă кунсене аса илни

Нумаях пулмасть редакцие Çĕнĕ Шăхран ялĕнче пурăнакан Людмила Тихонова килчĕ. Вăл хăйĕнпе пĕрле кивелсе сарăхнă тетрадь илсе пычĕ. «Анне пурăннă çуртра тирпейленĕ чухне ăнсăртран çак ал çырăвне тупрăмăр. Ăна анне, Ольга Петровна Лебедева, çамрăк чухне çырнă. Унта вăл хăйĕн ачалăхĕнчи, çамрăклăхĕнчи йывăр самантсене сăнласа панă. Пире вăл ун çинчен нимĕн те каламан, çавăнпа та çак тетраде тупсан питĕ тĕлĕнтĕмĕр», — пĕлтерчĕ пире хĕрарăм.
1946 çулхи декабрь уйăхĕнче çырнă асаилÿсемпе хаçат вулаканĕсене те паллашма интереслĕ пулĕ тесе шутлатпăр.
Декабрĕн шартлама сивĕ кунĕсем,
Эп ларатăп пÿлĕмре пĕчченех,
Аса илтĕм иртнĕ кунсене,
Шур хут çине чернилпа йĕрлеме.
Çутçанталăкра пурăнакан кирек мĕнле чĕрĕ чун та, кирек мĕнле вĕçенкайăк та, кирек мĕнле ÿсен-тăран та — пурте хăйсен йăхне малалла тăсакана хăварма тăрăшаççĕ. Вĕсем пулас ăрусене хăйсенчен аванрах, савăнăçлăрах пурăнма сунаççĕ. Этем те, çутçанталăкри ытти чĕрĕ япала пекех, хăйĕн йăхне тăсакансене хăварма тăрăшать. Этем хăй пурăннă вăхăтра ача-пăча çуратса ÿстерет, вĕсене телейлĕ кун-çулпа çирĕп сывлăх сунать, çитĕнсе çитсен обществăна юрăхлă çын пулма чунтан пехил парать, вăрăм кун-çуллă пулма сунать.
Мана анне /хăйĕн кĕçĕн хĕрачине/ 1927 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче, юнкун ирхине çуратнă. Мĕн шутланă-ши анне мана çуратсанах? Тен, вăл та мана, ытти çынсем пекех, телейлĕ кун-çулпа çирĕп сывлăх суннă пулĕ. Тен, пĕтĕмпех урăхла пулнă, ман умĕн çичĕ ача çуратса вăл хăйĕн пехилне парса пĕтернĕ пулĕ. Çавăнпа та мана, юлашкинчен анчах çуралнă хĕрачана, аннен пехилĕ тивĕçмен те пулĕ. Çуратасса телейлĕ вăхăтра çуратнă. Пĕтĕм çĕршыв ăшă сывлăмпа тулса, сип-симĕс тумпа, тĕрлĕ тĕслĕ чечексемпе тумланса çитнĕ вăхăтра, хирсенче кĕркунне акса хăварнă тырă анисем пиçсе çитнĕ вăхăтра, çуркунне акнă çур тырри ÿссе çитĕннĕ вăхăтра…
Анне мана çуратсан хăйне майлă воспитани парса çичĕ çула çитерчĕ. Ку вăхăтра мана пуринчен ытла атте тата тете /Алексей Петрович Лебедев/ ăса вĕрентнĕ. Çемьере воспитани илнĕ хыççăн, саккăр çине кайсан, ялти /Йăлмахвари/ тăватă çул вĕренмелли шкула çÿреме тытăнтăм. Ялти шкулта вĕреннĕ чухне малтанхи çулсенче Алексей тете институтра вĕренетчĕ. Эпĕ виççĕмĕш класра вĕреннĕ чухне тете институт пĕтерсе Кĕçĕн Çĕрпÿелте учительте ĕçлеме тытăнчĕ. Çав çулхинех авланчĕ.
Ялти шкулта вĕреннĕ вăхăтра питĕ телейлĕ çын пулас пек туйăнатчĕ. Анне, атте, тете пурччĕ. Мана ку вăхăтра виççĕн тан воспитани паратчĕç. Пуринчен те ытла атте мана çирĕп сывлăхлă тăвасшăн тăрăшатчĕ. Урамран ярăнса кĕнĕ хыççăн е мунча кĕрсе тухнă хыççăн сивĕ шыв ĕçнĕшĕн те яланах ятлатчĕ.
Ку чухнехи телейлĕ вăхăтсем хăвăрт шуса иртсе кайрĕç. Акă часах эпĕ ялти шкула вĕренсе пĕтертĕм. Ун хыççăн Хирти Мăнтăрти çичĕ çул вĕренмелли шкулта вĕренме пуçларăм. 5-мĕш класа аванах вĕренсе пĕтертĕм. 6-мĕш класра вĕреннĕ чухне кĕркунне Алексей тетене действительнăй службăна илсе кайрĕç /1939 çул/. Ку манăн кунран-кун чечекленсе пыракан кун-çула чĕрсе йĕр турĕ, мĕншĕн тесен мана тете тĕрлĕ енлĕн пулăшса пыратчĕ-çке-ха. Аттепе анне кунран-кун ватăлса пыраççĕ. Тата вĕсен сывлăхĕсем те чаплах марччĕ. Çапла майĕпен 6-мĕш класа вĕçлерĕм, 7-мĕш класа çÿреме тытăнтăм.
1940 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕ. Эпĕ ирхине тăрса апатланнă хыççăн шкула тухса кайрăм. Анне атте патне апатпа кайрĕ /атте йĕтемре хуралта тăратчĕ/. Эпĕ шкула çитсе тăватă урок вĕрентĕм, апат вăхăтĕнче алла çăкăр чĕлли тытса урамалла тухса чупрăм. Тантăшсемпе ларнă вăхăтра мана анне шыва кайса вилни çинчен пĕлтерчĕç. Ку хыпар маншăн чĕрене çĕçĕпе каснинчен те йывăртарах та асаплăрах пек туйăнчĕ. 7-мĕш класра тин вĕренме пуçланă чухне кам шутланă-ха çавăн пек хăрушă хыпар илтетĕп тесе; Эпир Хветуççапа ?Феодосия Степановна Лебедева/ иксĕмĕр шкултан килелле тухса утрăмăр. Çул çинче эпĕ мĕн шухăшласа мĕнле чăтни çинчен çырма та питĕ йывăр.
Çак кунах аннене тирпейлесе чикрĕмĕр. Манăн çамрăк пуç çине питĕ йывăр хуйхă тиенчĕ. Манăн хуйха кура пуль, кунсем те илемсĕр тăратчĕç, яланах çумăр çăватчĕ.
Атте çаплах хурал тăчĕ, мĕнле пулсан та вилнĕ çын хыççăн вилмелле мар-çке-ха. Епле пулсан та малалла пурăнма шутланă пуль çав. Инке ?Алексей тетен арăмĕ — Тăвай районĕнчи Мучар ялĕнчен килнĕ вырăс майри/ çĕрулми кăларса пĕтернĕ хыççăн амăшĕ патне куçса кайрĕ. Эпĕ вара пÿртре яланах пĕччен те пĕччен. Анне вилнĕ хыççăн пĕр эрне иртичченех питĕ йывăр чирлесе ÿкрĕм. Чирлесе питĕ нумай вăхăт выртрăм /50—60 кун/. Чиртен сываличченех хĕл каçма кÿрше инкесем /Çтаппан тетесем/ патне куçрăмăр. Ерипен сывалнă хыççăн каллех шкула çÿреме тытăнтăм. Паллах, аннесĕр пурнăç маншăн çăмăлах пулмарĕ.
Акă 1941 çулхи январь уйăхĕ шуса çитрĕ. Çак кунсенче Алексей тете отпуска килсе кайрĕ. Çитес кĕркунне тетен киле таврăнмаллаччĕ. 7-мĕш класа вĕренсе пĕтерсе пынă чухне тетерен малалла вĕренме кĕме сĕнсе яракан çырусем илтĕм. Чăнах та, тетен сĕнĕвĕ маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнă. Çамрăк совет çĕршывĕ кунран-кун чечекленсе, ÿссе пыратчĕ, техника аталанатчĕ. Манăн та пурнăçран юлмалла мар-çке-ха, хамăн пĕлĕве малалла ÿстермелле, вĕренсе мĕнле те пулсан обществăна юрăхлă çын пулмалла. 7-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн Патăрьелĕнчи педучилищĕне вĕренме кĕме шутлаттăмччĕ.
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче совет çĕршывĕ çине фашистла Германи вăрă-хурахла тапăнчĕ. Çакă кашни совет çыннишĕн хăрушă та ирсĕр хыпар пулчĕ, кашни совет çамрăкĕн ĕмĕтленнĕ таса ĕмĕчĕсене татрĕ. Малалла ăс пухма шутлакан чылай çамрăкăн вăхăтлăха ку шухăша пăрахăçлама тиврĕ. Эпĕ те педучилищĕне вĕренме кĕрес шухăша пăрахрăм, колхозра ĕçлеме тытăнтăм. Тырă вырма тухмалли кунсенче инке киле таврăнчĕ.

Шкул пĕтернĕренпе икĕ йывăр çул иртсе кайрĕ. Çак хушăра чукун çул çинче ĕçлеме те, Алтышевăра вăрман касма та тиврĕ. Ку çулсенче инкене те ĕçлеме яланах илсе каятчĕç, мĕншĕн тесен вăрçă вăхăчĕ, пирĕн, кашни ĕçлеме пултаракан совет çыннин, тылра пулăшмалла.

1943 çул. Кĕркунне. Колхозра авăн çапнă вăхăт. Эпир Хветуççапа педучилищĕне вĕренме кĕме шухăш тытрăмăр. Çапла вара икĕ çул парта хушшинче ларман хыççăн октябрь уйăхĕнчен унта вĕренме пуçларăмăр. Малтанлăха, шкул пурнăçĕпе паллашиччен, йывăртарахчĕ. Эпĕ ерипен хăнăхса пытăм. Ялтан пĕр класра виççĕн вĕренеттĕмĕр: Хветуççа, Раис тата эпĕ. Виçсĕмĕр те пĕр хваттерте пурăнаттăмăр. Кашни канмалли кун Патăрьелĕнчен Йăлмахвана çуран килсе çÿренĕ.
Кунта вĕренме кĕриччен пăртак улах лартăм. Вăл вăхăтра эпĕ И.-пе паллашрăм. Йĕркеллĕн калаçса та ĕлкĕреймерĕмĕр, ноябрĕн 7-мĕшĕнче ăна çара илсе кайрĕç. Вăл мана çырусем çырма тытăнчĕ. Эпĕ те унăн çырăвĕсене яланах хурав параттăм. Çапла майпа пирĕн çыру урлă тачă çыхăну пуçланса кайрĕ.
Кĕр кунĕсем иртсе кайрĕç, хĕллехи сивĕ кунсем çитрĕç. Вĕсем хыççăн март уйăхĕ те çитрĕ. 1944 çул. Кĕçнерникун çывăрма выртсан эпĕ хăрушă тĕлĕк куртăм. Ку тĕлĕке шкула кайнă чухне Хветуççапа Раиса каласа патăм. Шкулта тăватă урок иртнĕ хыççăн пĕр пушă пÿлĕмре 3-мĕш класс хĕрĕсем ташлатчĕç. Эпĕ ытти хĕр-тантăшсемпе пĕрле вĕсене курса тăнă вăхăтра мана Генка Краснов чĕнсе: «Ульха, аçу вилнĕ тет», — терĕ. Ах, йывăр-çке ку хыпара илтме. Эпĕ часрах класа кĕрсе пуçа парта çине хурса сасăпах йĕрсе ятăм. Унтан, пĕр пилĕк минут иртнĕ хыççăн, учительскине антăм. Унта та мана çав хыпарах пĕлтерчĕç. Учительскинчен класа пырса портфеле илтĕм те, Хветуççапа хваттерелле утрăмăр. Хваттер хуçине хамăн хуйхăллă хыпара пĕлтертĕм, çăкăр илсе çÿрекен кутамккана алла илсе килелле, Патăрьелĕнчен Йăлмахвана тухса утрăмăр.
Киле çитиччен мĕн кăна шухăшламарăмăр пуль Хветуççапа иксĕмĕр; Вилмен пулĕ тесе те шухăшласа пăхатпăр, унтан вилнех пулĕ тесе те шухăшлатпăр. Ах, çапла шутланă вăхăтра манăн пуçра нимĕнле вăй-хăватпа çĕнтерейми йывăр та хурлăхлă, илемсĕр шухăшсем пĕрин хыççăн тепри шуса иртрĕç.
Акă çуралса ÿснĕ тăван ял курăнчĕ. Яла çитсе кĕтĕмĕр. Анюккасем умне çитсен, Анюкка амăшĕ тухса чăннипех те атте вилни тата ăна пытарни çинчен пĕлтерчĕ. Халĕ манăн, унччен пĕтĕмпех ĕненменччĕ пулсан та, ĕненесех пулать. Хуть те мĕнле шутласан та атте çук. Çитменнине ăна юлашки хут курма та тивĕçлĕ пулмарăм. Кун хыççăн эпĕ: «Анне вилни çинчен те шкулта илтмелле пулчĕ, атте вилни çинчен те», — тесе Хветуççана каларăм та кăшкăрса йĕрсе ятăм. Кун хыççăн маншăн çут тĕнче тĕттĕмленчĕ, хăрушă та хурлăхлă шухăшсем пĕрин хыççăн тепри çамрăк пуçа çĕмĕрсе хăвăрттăн иртрĕç. Киле мĕнле çитнĕ пĕлместĕп, те утсах çитнĕ, темĕнле… Хапха çумне сĕвенсе хыттăн кăшкăрса йĕнĕ вăхăтра пÿртрен хĕрарăмсем тухса илнине çеç ас тăватăп.
Кун хыççăн 3 кун иртрĕ. Эпĕ ял советне атте ятне хураттарма кайрăм. Çанталăк ăшă. Пăртак вĕтĕ çумăр пĕрĕхет. Кун ăшă тăнине кура, март уйăхĕ анчах пулсан та, хăва патĕнчи лапра тĕл-тĕл симĕс курăксем курăнкалаççĕ. Сăрт айккисем хура сăрăпа юри хуратса хунă пек йăмăх хуран курăнаççĕ. Ял советĕнчен таврăннă чухне çутçанталăка тилмĕререх пăхрăм та яла çитнĕ чухне кăшкăрса йĕрсе ятăм. Хамăн çамрăк та телейсĕр пуçăмпа: «Çумăр та çăвать, çуркунне те часах пулĕ, курăксем те ешерме тытăнĕç, тĕрлĕ тĕслĕ чечексем хăйсен илемĕпе таврана тутлă шăршă сарĕç, анчах манăн атте çеç пулмĕ. Çук ĕнтĕ атте, нихăçан та курас çук эпĕ ăна урăх, нихăçан та», — тесе шухăшларăм. Тÿпере кайăксем юрлаççĕ. Вĕсем мана, ытла та чăтма çук йывăр хуйхăллă хĕре, хăйсен савăнăçлă юррисемпе илĕртсе пăртак савăнтарасшăн пулĕ. Анчах эпĕ нихăш енчен те савăнма тивĕçлĕ мар-çке-ха? Мĕншĕн-ха эпĕ Патăрьелĕнчен таврăннă чухне атте вилнех пулĕ тесе шутламан. Мĕншĕн тесен унчченхи эрне вĕçĕнче киле таврăнсан тунтикун анчах кайма тĕл килчĕ. Тунтикун кăнтăрласем тĕлĕнче Хветуççа Патăрьелне кайма каçсан, эпĕ тумланиччен атте пире чей вĕретсе ĕçтерсе ячĕ. Çак кунсенче инке килте çукчĕ. Манран атте сывах юлчĕ. Тунтикун сывă юлнă атте çинчен эрнекун 12 сехет тĕлĕнче вăл вилни çинчен илтрĕм. Çавăнпа та манăн çак хыпара илтсен ĕненесех килмерĕ. Анчах юлашкинчен ĕненмеллех пулчĕ.
Шкула каймасăр пĕр эрне пурăнтăм. Ку кунсене эпĕ ытларах инкесем, Таруç аппасем, Фаинасем патĕнче ирттертĕм. Килте пулсан та пĕр вĕçĕмсĕр ухмаха ернĕ çын пек чÿречерен пăхса лараттăм. Кайран каллех Патăрьелне вĕренме кайрăм. Килте пĕр эрне пулнă хушăра эпĕ малалла пурăнма шухăшламан та, ĕмĕтленмен те.
Ваттисем калаççĕ вĕт: «Вил-нĕ çын хыççăн вилмелле мар», — тесе. Чăнах та çапла, пĕр-икĕ эрне иртсен кунран-кун лăпланса, пусăрăнса пытăм. Пăртак пурнăçпа та интересленме пуçларăм. Аттене юлашки хут курса юлайманнине тата унран вилес умĕн пĕр виçĕ сăмахлă пехил те илтейменнине чăтма мана пушшех те йывăр пулчĕ. Чăнах та, атте хăй вилес умĕн: «Ульха, Ульха, манăн Ульха, çакăнта Ульха пулнă пулсан», — тесе каланă тет. Аттен юлашки сăмахĕсем çаксем пулнă. Ульха тесе чĕннĕ вăхăтра эпĕ юнашар пулнă пулсан, вăл мана вĕрентсе хаклăран та хаклă, çут тĕнчере нимĕнпе те улăштармалла мар сăмахсем каланă пулĕччĕ. Вăл мана телейлĕ, вăрăм кун-çуллă пулма сунĕччĕ, çын хушшинче тата çемьере мĕнле пулмаллине каласа хăварнă пулĕччĕ. Анчах эпĕ çак сăмахсене илтсе юлса ĕмĕр-ĕмĕр асра тытса тăма тивĕçлĕ пулаймарăм. Çавăнпа та эпĕ паянхи куна çитиччен те хама телейсĕр пулĕ тесе шутлатăп.
Кунсем хыççăн кунсем иртеççĕ. Вăхăт ырлăхпа та, хурлăхпа та иртет. Пĕрремĕш курсра вĕреннĕ вăхăтра Верăпа çывăххăн паллашса çитрĕм. Вăл та ман пекех тарăн шухăшлама юратакан хĕрачаччĕ. Эпир унпа яланах пурнăçа сÿтсе яваттăмăр. Иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне те нумай вăхăт Верăпа ирттереттĕм. Икĕ вĕренÿ çулне аванах вĕрентĕм, испытанисене те вăтам паллăсемпе вĕçлерĕм. 1945 çул. Сентябрь уйăхĕ çывхарса пырать. Манăн 3-мĕш курса вĕренме каймалла, анчах вĕренме килте услови çук. Алексей тетерен çаплах нимĕнле хыпар та çук /1942 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа/. Вăрçă чарăннă, малалла ăна кĕтсе илес шанчăк çук…
Сентябрĕн пĕрремĕш эрни иртсе кайрĕ. Эпĕ колхоза тырă вырма çÿретĕп. Унтан Хветуççа канмалли куна яла таврăнсан, мĕнле те пулин малалла вĕренме кайма шухăш тытрăм. Вырсарникун Патăрьелне тухса кайрăм. Каллех пуçланчĕ парта хушшинчи пурнăç. Пурăнасса Хветуççапа иксĕмĕр те общежитинче пурăнатпăр. 1946 çулхи майăн 22-мĕшĕнче юлашки хут парта хушшинче лартăм. Ку вăхăтра ман пуçа каллех йывăр хуйхă пырса çапрĕ. Хам çинче шанчăк сахал пек туйăнма пуçларĕ… Кун çинчен çырас та килмест.
Килте икĕ уйăх ытла колхозра ĕçлесе пурăнтăм. Унтан Госстраха вырнаçрăм. 1946 çулхи çу кунĕсене аван ирттерсе ятăм. Хĕр-тантăшсемпе яланах урама тухаттăм. Унтан пушă вăхăта Катьăпа ирттерме пуçларăм. Катя — чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ вырăс хĕрĕ. Вăл манăн чи çывăх тантăш пулса тăчĕ. Кашни канмалли кунах унпа курса калаçаттăмăр. Эпир унпа пурнăç çинчен те, çеçке çурăлса çитнĕ çамрăклăхри кунсем мĕнле иртни çинчен те пуплеттĕмĕр. Акă халь те манăн ăна курса калаçас килет…
1946 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕ.
Ольга ЛЕБЕДЕВА /ДМИТРИЕВА/.

Çакăнпа Ольга Лебедеван ал çырăвĕ вĕçленет. Вулакана вара çамрăклах чылай нуша курнă хĕрĕн пурнăçĕ малалла мĕнле сыпăннипе те кăштах паллаштарас килет. Ульха Госстрахра ĕçленĕ хыççăн пĕр хушă ял совет секретарĕнче вăй хунă. Пĕр ялти каччăпа, Иван Дмитриевич Дмитриевпа çемье çавăрса 10 ача, 7 хĕрпе 3 ывăл çуратса ÿстерсе, тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Унтан чылай çул колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, мĕн виличченех ачисен, мăнукĕсен ăшшине, юратăвне туйса пурăннă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *