Вторник, 16 апреля

Команда малта тухнă

Октябрĕн 12-мĕшĕнче Богородск хулинче акватлонпа Чулхула облаçĕн чемпионачĕ иртнĕ. Унта Нежметдин Сахров тренер ертсе пыракан пирĕн район команди те хутшăннă, тĕлĕнмелле лайăх кăтартусемпе палăрса пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Анастасия Сумзина, Ильяс Айзатов, Кирилл Денисов, Элина Тумаланова, Александра Мамуткина, Иван Гончаров, Кирилл Кузьмин дистанцие пĕрремĕшсем вĕçленĕ. Ильнас Шакуров, Анастасия Лепешкина, Иван Кузьмин тата Диас Айзатов финиша иккĕмĕшсем, Рузиля Валитова, Егор Тумаланов тата Никита Лепешкин виççĕмĕшсем çитнĕ. Матвей Романов, Виктория Хораськина, Иван Силанов, Фиршат Рахимзянов хăйсен дистанцийĕсене 4-мĕш вĕçленĕ.
— Ăмăртăва хутшăнакансем питĕ йышлăн пулчĕç. Апла пулин те, эпир хамăр район чысне тивĕçлĕн хÿтĕлерĕмĕр. Хăвăрт чупнăшăн тата лайăх ишнĕшĕн пирĕн район командине «Комсомольски пăланĕсем» тесе те каларĕç. Ачасен çитĕнĕвĕсемшĕн питĕ савăнатăп. Малашне те çакăн пек ăмăртусене тăрăшса хатĕрленĕпĕр, — уçрĕ шухăшне Нежметдин Сахров.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *