Вторник, 16 апреля

Районти йĕрке – вĕсен аллинче

Районти йĕрке – вĕсен аллинче

Çак кунсенче РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕ кăçалхи 9 уйăхри ĕçне пĕтĕмлетнĕ, малаллахи тĕллевсене палăртнă.
Пĕтĕмĕшле илсен, йĕрке хуралĕнче тăрăшакансем районсенчи лару-тăрăва тĕрĕслесех тăраççĕ. Çак тапхăрта, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, Елчĕк районĕнче преступлени шайĕ 7,8 процент ÿснĕ, Комсомольски районĕнче 2,9 процент чакнă. Пирĕн район территорийĕнче Комсомольски, Александровка, Элпуç тата Кайнлăк ял поселенийĕсенче преступлени шайĕ ÿснĕ. Ытти ял тăрăхĕсенче е вăл пĕлтĕрхи шайрах юлнă, е чакнă.
Полици ĕçченĕсем туса ирттернĕ ĕçсене хакланă чухне, паллах, преступленисене мĕнле уçса пани çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак кăтарту пирĕн 94,1 процентпа танлашнă. Çав вăхăтрах республикăри вăтам кăтарту — 72,4 процент. Преступленисен йышĕ сахаллантăр тесен профилактика ĕçĕсене лайăх ирттермелле. Çавна май асăннă тапхăрта административлă йĕркене пăснă 1137 тĕслĕхе тупса палăртнă. Вĕсенчен 63,6 проценчĕ — обществăлла йĕркене пăсни.
Видеосăнав тытăмĕсем пулăшнипе Комсомольски районĕнче административлă йĕркене пăснă 24 тĕслĕхе, Елчĕк районĕнче 10 тĕслĕхе тупса палăртнă. Йĕркене пăсакансене саккун йĕркипе явап тыттарнă.
Ятарлă оперативлă профилактикăлла мерăсем ирттерсе обществăлла вырăнсенче тăвакан преступленисене 24,2 процент чакарнă. Çавăн пекех учетра тăракансемпе те профилактика мероприятийĕсем ирттернĕ, 17 çынна административлă майпа явап тыттарнă.
9 уйăхра çул-йĕр çинче пулса иртнĕ 27 аварие регистрациленĕ. ГИБДД ĕçченĕсем çул-йĕр çинчи йĕркене пăснă 2328 тĕслĕхе тупса палăртнă, айăплисене явап тыттарнă. Çав шутра 70 çын руль умне ÿсĕрле ларнине палăртнă.
РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмне отчет тапхăрĕнче граждансенчен пурĕ 1298 ыйту килнĕ, вĕсенчен 99,9 процентне электронлă майпа панă.
Пĕтĕмĕшле илсен, йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем хăйсен умне лартнă тĕллевсене туллин пурнăçласа пыраççĕ. 9 уйăхри кăтартусем тăрăх РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕ республикăра 3-мĕш вырăн йышăнать.

Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *