Пятница, 3 февраля

Йывăç лартакансен пуласлăх пысăк

Шкул ачи уроксем хыççăн шăматкуна мĕнле ирттерет-ши? Паллах, канма, сенкер экран çине пăхма, телефонпа ларма, çывăрма, уçăлса çÿреме пултарать. Пирĕн шкул ачисем хушшинче вара йывăç лартма кăмăллакансем те пур. Шăпах вĕсем юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче «Йывăç кунне» ирттерчĕç.
Тукай ялĕнчи кану паркĕнче маттурскерсем пĕр сехет хушшинче 100 йывăç хунавĕ лартма пултарчĕç. Йышпа ĕçлеме çав тери аван. Ĕçленĕ хушăра шÿтлесе илсе кулма та пулать. Кăшт вараланни вара темех мар. Кашниех киле савăк кăмăлпа кайрĕ, ырă ĕç туни вĕсен асĕнчен тухмĕ.
Арçын ачасем шăтăксем чаврĕç. Хĕрачасем хунавсене лартса пычĕç. Пире пулăшма ял старости Александр Курицын та килсе çитрĕ. «Çакăн пек çамрăксем пур чухне пурнăç пĕтмĕ, пирĕн пуласлăх пур», — терĕ вăл ачасене хавхалантарса.
Ачасен ушкăнĕ тăван яла кăштах та пулин хитререх тума пултарчĕ. Мĕншĕн тесен малтан пушă çерем пулнă вырăнта кĕçех питĕ хитре аллея ÿссе ларĕ. Паян йывăç лартнă вĕренекенсем тепĕр 10—15 çултан çакăнта ачисемпе уçăлма килсе çÿрĕç. Мĕн тери аван вĕт!
Çакна та палăртса хăварар. Эпир Чăваш Республикинчи «Тăван вăрман» общество юхăмне тата Раççейри шкул ачисен юхăмĕн ушкăнне чун-чĕререн тав тăватпăр. Хунавсене Шупашкартан пирĕн пата илсе çитерекене — шкултан вĕренсе тухнă Кирилл Степанова тата унăн çывăх çыннисене тав сăмахĕ калатпăр.
Л.МАТРОСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *