Пятница, 19 апреля

Яланах пулăшма хатĕр

Хальхи вăхăтра шкулта вĕренекен пултаруллă çамрăксем тĕрлĕ обществăлла ĕçсене хутшăнаççĕ. Вĕсене урăхла волонтерсем теççĕ. Кам-ха вăл волонтер? Волонтер вăл — обществăлла-усăллă ĕçпе ĕçлекен.
Пирĕн районта та «Единая Россия» партин «Çамрăк гварди» юхăмĕ питĕ ăнăçлă ĕçлет. Çак юхăм 14 çул тултарнă яш-кĕрĕме пĕрлештерсе тăрать. Унăн ертÿçи — Светлана Васильевна Дмитриева. Вăл ертсе пынипе çамрăк волонтерсем тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Унсăр пуçне, районта тата республикăра иртекен уявсене, конкурссемпе акцисене хастар хутшăнаççĕ.
Акă, нумаях пулмасть «Çамрăк гварди» членĕсем Ватăсен кунне тата Вĕрентекенсен кунне халалланă уявсене хутшăнчĕç. Хăйсен аллисемпе илемлĕ открыткăсем, хитре чечек çыххисем хатĕрлерĕç. Вĕсене ватă çынсем, педагогика ветеранĕсем патне çитерчĕç. Сăмахран, Шурут вăтам шкулĕнче вĕренекен ачасем Шурутри пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн уйрăмĕ çумĕнчи ваттисен вăхăтлăх пурăнмалли çуртĕнче пулчĕç. Кинеми-мучисене ачасем сăвă-юрăпа савăнтарчĕç, пĕчĕк парнесемпе саламларĕç. Ватăсем питĕ кăмăллă пулчĕç. Уйрăм ертÿçи В.К.Уткина ачасене тав сăмахĕ каларĕ.
Мал ĕмĕтлĕ çамрăксем çынсене яланах пулăшма хатĕр. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсен девизĕ: «Çын пулас тесен, çынна пулăш! Ĕмĕтленмелле çеç мар, ĕçлемелле!»
«Çамрăк гварди» волонтерĕсен тĕллевĕсем çирĕп. Палăртнă ĕçсене пурнăçлама Светлана Васильевна хавхалантарса пырать, ачасен кăмăлĕсене шута илет. Волонтерсен ĕçĕнче пĕччен нимĕн те тума çук. Пĕчĕк çĕнтерÿ ушкăн вăй хунипе çеç пулать.
Чи хастаррисене палăртса хăварар-ха: Валерия Александрина, Есения Любимова, Татьяна Ефимова, Илона Дмитриева, Никита Лепешкин /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/, Светлана Зайкова, Даниил Титов, Виктория Горбунова, Мария Катикова, Степан Густомесов, Викентий Говоров, Виктория Павлова /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/, Ангелина Пыркина, Аня Волкова /Шурут вăтам шкулĕ/, Виолетта Корнилова, София Трофимова, Елена Можаева /Хырхĕрри тĕп шкулĕ/.
Эпир сире «Çамрăк гварди» ретне тăма йыхравлатпăр, ырă ĕçсем тума чĕнетпĕр!
Ангелина ПЫРКИНА,
«Çамрăк гварди» членĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *