Вторник, 23 апреля

Тĕл пулса калаçнине мĕн çиттĕр?

Пĕтĕм Тĕнчери Ватăсен кунĕнче тĕрлĕ çулсенче «Октябрь ялавĕ» тата «Каçал ен» хаçатра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнисене çавра сĕтел тавра пухрăмăр.
Редакцире тĕрлĕ çулсенче вăй-халне шеллемесĕр, ырми-канми тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнисем ĕç вырăнне килсе курма яланах хавас. Вĕсем пуррипе эпир мăнаçланатпăр, чăннипех те савăнатпăр.
Хаçат ĕçченĕсем хисеплĕ канура пулин те çамрăк ĕçтешĕсене манмаççĕ, вĕсемпе тачă çыхăну тытаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, Василий Васильевич Гавриловах илер. Вăл час-часах редакцие кĕрсе тухать, çĕнĕрен те çĕнĕ материал урлă вулакана лайăх çынсен шăпипе, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать. Зинаида Николаевна Соловьева та алла хутпа ручка тытма пăрахмасть-ха. Чун илемĕпе ăс-хакăл пуянлăхĕ унра тапса тăнăн туйăнать, çын шăпи çине алă сулаканскер мар вăл. Ыттисене май пур таран пулăшма тăрăшать, ырă сĕнÿ-канаш парса хавхалантарни те ылтăн-кĕмĕлрен паха.
Хирти Мăнтăр ялĕнче пурăнакан Валентина Тимофеева ветеран редакцире ĕçлеме пăрахнăранпа 17 çул çитнĕ. Сăмах май, Валентина Петровна район хаçатĕнче 20 çул ытла тĕп бухгалтерта тăрăшнă. Ахальтен мар вăл çапла калать: «Редакци — маншăн тăван кил пекехчĕ».
— Пĕтĕм тĕнчери Ватăсен кунне коллектив çулсерен ирттерет. Пуçтарăнса пĕр-пĕрин пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашни мĕне тăрать?! Ку тапхăр — пухăннă чылай ыйтусене сÿтсе явмалли вăхăт та. Çавна май аса илмеллисем те пирĕн пайтах. Пĕрле пухăнса пĕр-пĕрин ĕмĕт-шухăшĕпе паллашни хавхалантарать, чуна уçать, кăмăла çĕклет. Çитĕнÿсем патне ăнтăлма чăтăмлăхпа хавхалану, коллектива вара ăнлану сунатăп, — терĕ Василий Гаврилов.
Николай Скворцов, Вера Воробьева ветерансем те редакцие çитсе килме вăхăт тупаççĕ. Аслă ăру çыннисем вĕрентсе каланине ăша хывса ĕçлетпĕр те.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *