Пятница, 19 апреля

Ят тухсан — каймаллах

Октябрĕн 1-мĕшĕнче кĕрхи призыв пуçланчĕ. Çавна май РФ Следстви Комитечĕн Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕ 2018 тата 2019 çулсенче салтак атти тăхăнассинчен пăрăнса çÿренĕ яшсемпе çыхăннă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ.
РФ Конституцийĕн 59 стат-йипе килĕшÿллĕн Тăван çĕршыва хÿтĕлесси РФ гражданинĕн тивĕçĕ шутланать. Çак тивĕçрен пăрăнса çÿренĕшĕн уголовлă майпа явап тыттараççĕ. Саккунра палăртнă чи пысăк айăплав — икĕ çуллăха ирĕкрен хăтарни. Çавăн пекех салтака каяссинчен пăрăнса çÿренĕшĕн 200 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттерме е 2 çул таран ирĕксĕр ĕçсем пурнăçлаттарма пултараççĕ.
Республикипе илсен, кăçал хальлĕхе çакăн евĕр 4 уголовлă ĕç пуçарнă. Шупашкар /2 çын/, Çĕнĕ Шупашкар тата Улатăр каччисем çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнса çÿренĕ. Ытти çулсенче те çакăн евĕр тĕслĕхсем пулнă. Акă, Улатăр районĕнче пурăнакан 23 çулхи каччă 2018 çулхи апрель уйăхĕнче повестка тăрăх çар комиссариатне пыман. 20 çулхи Шупашкар каччи 2018 çулхи декабрь уйăхĕнче çар комиссариатне пырассинчен пăрăнса çÿренĕ. Етĕрнере пурăнакан 24 çулхи яш вара 2016 çулхи апрельтен пуçласа 2017 çулхи апрельччен çар комиссариатне пырассинчен 6 хутчен пăрăннă. Каччăсен чылай пытанса çÿреме май килмен, вĕсен штраф тÿлеме тивнĕ.
Салтак атти тăхăнассинчен тарса çÿрекенсен йышĕ юлашки çулсенче чылай чакнине палăртмалла. Тĕслĕхрен, 2011 çулта çак енĕпе 38 çынна, 2013 çулта — 25 çынна, 2014 çулта 22 çынна явап тыттарнă. Кăçал çакăн пек уголовлă ĕçсен шучĕ чылай пĕчĕкрех пулни çар службин хисепĕ ÿснипе, патшалăх органĕсем çарти условисене лайăхлатас енĕпе чылай ĕç тунипе те çыхăннă.
Палăртса хăваратпăр: çара каяссинчен тарса çÿренĕшĕн уголовлă явап тыттарни малашне салтака каяссинчен хăтармасть. Штраф тÿленĕ хыççăн çар ретне тăма тиветех.
А.ИВАНОВ,
РФ Следстви Комитечĕн Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн ертÿçи.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *