Пятница, 26 апреля

Ялта çĕнĕ ФАП уçăлчĕ

Хирти Ĕнел тата Хирти Сĕнтĕр ялĕсенче пурăнакансем Пĕтĕм тĕнчери Ватăсен кунĕнче хаклă та сумлă парнене тивĕçрĕç, октябрĕн 1-мĕшĕнче кунта ФАПăн çĕнĕ йышши çурчĕ хута кайнă ятпа пысăк уяв иртрĕ. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн заместителĕ Владимир Дубов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов тата ыттисем хутшăнчĕç.
«Чăваш Ен Пуçлăхĕ пуçарнипе 2013 çултанпа республикăра 180 ФАП туса лартнă. Çулталăк вĕçне вĕсем 205 пулмалла. Фельдшерпа акушер пункчĕсене ял çыннисем сипленмешкĕн çеç мар, сывлăха упрамашкăн кирлĕ канашсене тивĕçме çÿреччĕр», — терĕ Владимир Дубов ял çыннисене саламласа.
Чăннипех те çапла, фельдшерпа акушер пункчĕсенче ял çыннисене сиплеме пур услови те пур пулсассăн та, кунта ытларах профилактика ыйтăвĕпе килни аванрах-çке. Кун пирки хăйĕн сăмахĕнче Александр Осипов та каларĕ.
— Паян ялта пурăнакансемшĕн чăннипех те пысăк уяв. Ялта хăтлă ФАП хута кайни кашни çул пулакан ырă пулăм мар. Çавăнпа та эпĕ сире фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеме тытăннă ятпа саламлатăп, яланах сывлăхлă пулма, ăна упрама, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма сунатăп, — терĕ вăл.
Ялти çынсем çакăн йышши çĕнĕ ФАП хута каясса чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Çак ыйтăва уçăмлатас тесе вĕсем ял тăрăхĕн, район администрацийĕн, Чăваш Республикин пуçлăхĕсем патĕнче те пулнă. Паян ĕмĕт пурнăçланнишĕн ялта пурăнакан кашни çын савăнни куç умĕнче. Фельдшерпа акушер пунктне савăнăçлă лару-тăрура уçма ял-йыш пуçтарăннă. Ватăраххисем те, çамрăксем те пур кунта. Епле савăнмăн! Фельдшерпа акушер пункчĕ паянхи кун ыйтăвне туллин тивĕçтерет. Ял çыннисене йышăнма Вера Быкова фельдшер пур, сиплев курсĕсем ирттерме те услови çителĕклĕ, районти тĕп больницăн тухтăрĕсемпе канашлама, пулăшу ыйтма интернет çыхăнăвĕ лайăх ĕçлет. Малашне ялта пурăнакансем кашни ыратакан сăлтавпа е чирлесессĕн 18 çухрăмра вырнаçнă больницăна мар, çĕнĕ пункта васкаса çитĕç. Кунта вара вĕсем пирвайхи пулăшу илĕçех.
«Хирти Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакансем чаплă сиплев çурчĕ çинчен шухăшлама та пултарайман. Çĕнĕ йышши ФАП ял варринче пулни ватти-вĕттишĕн те, вăйпиттишĕн те меллĕ. Фельдшерпа акушер пункчĕ пирĕн ялта хута кайнишĕн чĕререн тав тăватпăр», — тет ял старости Владимир Скворцов.
А.АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *