Четверг, 25 апреля

Людмила Павловна Алексеева: «Ачасене хамăн мăнуксене юратнă пекех юрататăп»

Учитель пулмах çуралнă, тесе калас килет Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Л.П.Алексеева пирки. Вăл ирсерен савăк кăмăлпа юратнă ĕçне васкать, кашни ачапа ăшшăн сăмахласа пĕлÿ тĕнчине çавăтса кĕрет.
Людмила Кĕçĕн Каçал ялĕнче колхозниксен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ялти 8 класлă шкула пĕтернĕ хыççăн вăл Канашри педагогика училищине çул тытнă. Ăна ăнăçлăн пĕтернĕ хыççăн çамрăк специалист Комсомольски вăтам шкулĕнче аслă вожатăйра тăрăшма пикеннĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах çамрăк хĕр пĕлĕвне тарăнлатма шутланă, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППИне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Людмила Павловна аслă вожатăйра виçĕ çул ĕçленĕ. «Çамрăк пулнă, ачасемпе ĕçлеме питĕ килĕшетчĕ. Йывăрлăхсем те, паллах, пулман мар. Тин ĕçе пикеннĕ специалистăн опыт çук, апла пулин те ĕçлес, нумайрах çĕннине пĕлес, çитĕнÿсем тăвас туртăм пысăкчĕ», — ăшшăн каласа парать Л.П.Алексеева.
Кăштахран çамрăк хастар учителе класс шанса панă. «Манăн пĕрремĕш учитель Валентина Герасимовна Ижеева пулнă. Манăн питĕ ун пек пулас килетчĕ. Çавăнпах педагогикăна суйларăм та пулĕ. Класпа ĕçлеме пуçласанах питĕ йывăрччĕ, нимĕн те кирлĕ пек пулмасть пек туйăнатчĕ. Валентина Герасимовна мана тĕл пулсан кашнинчех ĕçпе интересленетчĕ, сĕнÿ-канашпа пулăшатчĕ, «Йăлтах пулать, ан пăшăрхан» тесе лăплантаратчĕ», — аса илет учитель.
1994 çулта Людмила Павловна Комсомольски 2-мĕш вăтам шкула ĕçлеме куçнă. Пĕтĕмĕшле педагогика стажĕ унăн 37 çулпа танлашать. Пултаруллă учитель професси конкурсĕсене активлăн хутшăнма та вăхăт тупать. Унăн тĕрлĕ фестиваль-конкурсра тивĕçнĕ Дипломсемпе Хисеп грамотисем питĕ нумай. Республика шайĕнче те Людмила Павловнан ĕçĕсене пысăка хурса хаклаççĕ. Сăмахран, вăл уроксем хатĕрлес енĕпе ирттернĕ конкурсра республика шайĕнче 2-мĕш вырăна тухнă. Л.П.Алексеева — Пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ.
Пултаруллă педагогăн вĕренекенĕсем те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Вĕсем те тĕрлĕ конкурсра палăрса шкул ятне çÿле çĕклеççĕ. Сăмахран, Настя Галзанова наукăпа практика конференцийĕнче республика ша-йĕнче мала тухса «Артекра» канма путевкăна тивĕçнĕ.
Людмила Павловна — тĕрлĕ енлĕ аталаннă çын. Пушă вăхăтра вăл ÿкерет, канзаши техникипе усă курса илемлĕ япаласем ăсталать, вĕсене тус-тăванĕсене парнелет. Пĕлтĕр вăл хăйĕн класĕнче ăс пухакан арçын ачасене февралĕн 23-мĕшĕнче пĕчĕк галстуксем, хĕрачасене вара Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе ободоксем ăсталаса парнеленĕ. Кашни хĕрарăмах илеме, чечексене юратать. Çавна май Людмила Павловна та хăйĕн тахçанхи ĕмĕтне пурнăçа кĕртсе флориста вĕренсе тухнă. Халĕ вăл тĕрлĕ уявсем валли черчен те илемлĕ чечек çыххисем хатĕрлет, хăнана кайнă чухне те вĕсене парнелесе савăнтарать. Унсăр пуçне ăста алăллă педагог килте супăнь хатĕрлет, илемлĕ те тутлă шăршăллăскерсене хĕрĕсене, тус-тăванĕсене парнелесе савăнтарать.
Сăмах май, Людмила Павловна мăшăрĕпе икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ вĕсем çемьеленнĕ ĕнтĕ, Мускав хулинче пурăнаççĕ, юратнă амăшĕ патне час-часах килсе çÿреççĕ, мăнукĕсемпе савăнтараççĕ.
«Кукамай çулне çитрĕм те хамăн класри ачасене те мăнуксене юратнă пекех юрататăп. Паянхи ачасем унчченхисенчен чылай улшăнса тăраççĕ. Халĕ шкула килекенсем ача садĕнченех хатĕр килеççĕ, вулама-çырма пĕлеççĕ, тавçăруллă. Çав вăхăтрах вĕсем ытларах ирĕке хăнăхнă тесе калас килет. Çавăн пекех вĕсем хăйсене мĕн килĕшнипе-килĕшменнине уççăнах калама пултараççĕ. Çакна эпĕ ырласшăн та. Ачасемпе ĕçлеме интереслĕ, малалла аталанса пыратăп», — уçать шухăшне пултаруллă педагог.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *