Тавралăх йывăçпа илемлĕ

Вăрман пуянлăхне ÿстерес, тавралăха симĕс тум тăхăнтартас тĕллевпе «Вăрмансене упрар» Пĕтĕм Раççейри акци пырать. Асăннă акцие кашни çын хутшăнма пултарать. Акă, сентябрĕн 28-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, районта пурăнакансем, район администрацийĕн специалисчĕсем акцие хутшăнса Комсомольскинчи Садовая урамра йывăçсем лартрĕç.
— Этем хăйĕн пурнăçĕнче йывăç-тĕм лартса ÿстерни çав тери пархатарлă ĕç. Тĕслĕхрен, эпĕ халиччен чылай йывăç лартнă, паян та лартатăп. Çак ĕçе вара аслисем кăна мар, пĕчĕккисем те явăçни лайăх. Садовая урамра йывăçсем лартнă çĕре кунта пурăнакансем çемйисемпех хутшăнчĕç. Пĕрле ĕçлеме çав тери кăмăллă пулчĕ. Малашне те çутçанталăка пуянлатас тĕллевпе тата та ытларах йывăç лартасчĕ, — терĕ Мария Илларионова.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *