Пятница, 26 апреля

Хушма укçа уйăраççĕ

Хушма укçа уйăраççĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхăн пурнăçне лайăхлатассипе йышăннă Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Вăл — çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен. Указ кашни çемьене, республикăра пурăнакан кашни çынна пырса тивет. Документ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни каламасăрах паллă.
2020 çулта Указа пурнăçа кĕртсе пыма 3,4 млрд тенкĕ пăхса хăварнă. Указа Раççей Президенчĕн 2018 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче йышăннă «2024 çулчченхи тапхăрта Раççей Федерацине аталантармалли наци тĕллевĕсем тата стратегиллĕ задачăсем çинчен» 204-мĕш Указĕнче палăртнă наци тĕллевĕсене тата вĕсенчен тухса тăракан кăтартусене пурнăçлассине тивĕçтерме кăларнă. Документра республикăра 2020 çулта чи малтан пурнăçламалли ĕçсене планланă.
Паянхи кун тĕлне сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен çурринчен ытларах пайне юсаса çĕнетнĕ, анчах юхăннисем пур-ха. Вĕсене тĕпрен юсама, çĕнетме 1 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă. Кивелнĕ сиплев учрежденийĕсене пилĕк çулта çĕнетмелле, юсамалла. Тата тепĕр миллиард — шкулсем валли. Республикăра вĕсен çурри — кивĕ. Çавăн пекех шкулсене çĕнĕ сĕтел-пуканпа, оборудованипе тивĕçтерме — тата 200 миллион тенкĕ. Пĕр сăмахпа каласан, вĕренÿ тытăмĕнче çĕнĕлĕхсем самай пулĕç, пурлăхпа техника бази пуянланĕ, вĕрентекенсен квалификаци шайне те ÿстерсех пырĕç.
Сывлăха упрас, халăхăн пурăнас ĕмĕрне тăсас ыйтусем те кун йĕркинче çивĕч тăраççĕ, апла пулсан палăртнă сферăна валли те пысăк тĕрев куçасси куçкĕретех. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин медицинăра пирвайхи тапхăрпа пулса пыракан пулăшусене тĕрĕслесех тăрать. Халăха вăхăтра асăрхаса тăни, сиплени — нацин пуласлăхне витĕм кÿрет, вăрăм ĕмĕрлĕ пулма хистет.
Регионта медицина пулăшăвĕсемпе граждансене тивĕçтересси çÿллĕ шайра пулса пырать. Çакна халăх та пĕрре çеç мар çирĕплетсе калать. Сывлăх сыхлавĕн пайне аталантарма 2020 çулта Указпа килĕшÿллĕн тата та 1,0 млрд тăкакланасси паллă.
Культура сфери çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Юлашки çулсенче ку енĕпе чылай ĕç тунă пулин те татса парайман ыйтусем юлнă-ха. Культура çурчĕсене çĕнĕ шая çĕклеме — 500 миллион тенкĕ.
Çавăн пекех спорт площадкисене тирпейлемелле, реконструкцилесе хăтлăлатмалла — çитес çулсенче 30-тан кая мар площадка-стадион çĕнелсе улшăнĕ. Вĕсене валли те укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. 2024 çул тĕлне кулленех спорта çÿрекенсен йышĕ мĕн пур халăхăн 55 проценчĕ пуласси те куçкĕретех.
Юлашки 7 çул хушшинче республикăра хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан 44 ача сачĕ хута янă. Малтанхисем вара кăштах кивелсе пыраççĕ, апла пулсан вĕсене те юсамалла. 40 çурта тĕпрен çĕнетсе пыма 400 млн тенкĕ уйăрнă.
Çуллахи вăхăтра ачасен канăвĕ усăллă ирттĕр тесе регионта чылай мероприяти ирттереççĕ. Уйрăмах лагерьсенче шăпăрлансем хăйсен тавракурăмне ÿстерме кăмăл тăваççĕ. Ачасен кану çурчĕсене юсаса çĕнетме, пурлăхпа техника базине пуянлатма 90 млн пăхса хăварнă.
Пиллĕкмĕш пункт — ялти халăха ĕçмелли паха шывпа ти-вĕçтересси. Республикăра ĕçмелли шыв çăлкуçĕсен шучĕ 1397-пе танлашать. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, вĕсенчен 21 процентне юсав кирлĕ. Çуллахи шăрăхра ялсем шывсăр ларнă тĕслĕхсем те пулман мар — шыв башнисен пĕр пайне улăштармалла. Çакна тума 2020 çул валли 200 миллион тенкĕ уйăрса хăварнă. Муниципалитетсен хăйсен укçи çук, республика бюджетĕнчен уйăрма тивет. Çаксем пĕтĕмпех Указра сăнланнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ документа хатĕрленĕ чухне министерствăсенче ĕçлекенсен, ахаль халăхăн сĕнĕвĕсене те шута илнĕ. Документ сентябрĕн 26-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ.

Хаклав
Александр Осипов,
район администрацийĕн пуçлăхĕ:
— Михаил Игнатьев пурнăçăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ сферисене аталантарма пысăк укçа-тенкĕ уйăрасси çинчен калакан Указа алă пусни питĕ савăнтарать. Палăртмалла: юлашки çулсенче район наци проекчĕсене пурнăçа кĕртсе, республика Пуçлăхĕн тата Чăваш Ен Правительствин пулăшăвĕпе усă курса чылай аталанчĕ. Çапах та уйрăм тимлĕх ыйтакан ытларах та ытларах социаллă объект тĕлĕшпе ĕçлес килет.
Хальхи вăхăтра 50 процент таран тата ытларах кивелнĕ 4 вĕренÿ учрежденине юсама хатĕрлетпĕр. Пĕр кивĕ ача садĕнче тĕпрен юсав тумалла. Футбол уйне реконструкци тăвас плансем пур. Çакна районти спортсменсем те, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса ытти ыйтусене те татса пама пуласса шанатăп. Çав шутра шыв пусăмĕн башнисене юсасси, культура учрежденийĕсене реконструкцилесси, вĕсене кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтересси. Патшалăх пулăшу кÿни пире пурне те малалла аталанма, ял çыннисем валли пурăнмалли лайăх условисем тума хавхалантарать. Ялта пурăнакансем ĕçлеме те, канма та, спорта хутшăнма та, вĕренме те, сывлăхĕсене çирĕплетме те пултарччăр. Кун пек чухне ялтан пăрахса каяс та килмĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *