Суббота, 20 апреля

Ăста платник

Йăлмахва ялĕнче аслă ăрури маттур çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри — Василий Савельевич Ефремов.
Вăл 1939 çулта Йăлмахва ялĕнче, Савелий Савельевичпа Таисия Егоровна çемйинче çуралнă. Туслă çемьере 6 ача çуралса ÿснĕ, анчах икĕ ачи пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă.
Ашшĕпе амăшĕ тăван колхозра вăй хунă. Ашшĕ малтан кладовщикре ĕçленĕ, унтан халăхран сĕт пуçтарнă. Сĕте вăкăрпа Урмаел ялне ăсатнă чух ашшĕне аçа çапса вĕлернĕ. Вăл вăхăтра Ваççа 5 çулта кăна пулнă. Амăшĕ ачисене пĕччен пăхса ÿстернĕ, кĕçĕннине çулталăк та çитмен.
Василий Хирти Мăнтăрти 7 класлă шкултан та вĕренсе тухайман. Ăна колхозра исполнитель пулса ĕçлеме шаннă. Вăл вăхăтра телефонсем çук пирки бригадирсем патне, фермăна, ытти çĕре çитсе председатель мĕн хушнине ĕçлекенсем патне çитермелле пулнă. 13 çулхи çамрăк ертÿçĕсене района лашапа леçнĕ, кайса илнĕ. «Ăйăрсене кÿлме пĕв те çитместчĕ, хыçлă тăрантас çине тăрса сÿсменсене тăхăнтараттăмчĕ», — каласа парать Василий Савельевич. Çак ĕçре виçĕ çул ĕçлет вăл. Ун хыççăн колхоз сурăхĕсен кĕтĕвне, лашасем, вăкăрсем пăхать.
1958 çулта салтак тивĕçне Урал хулинче пурнăçлать Василий. Виçĕ çул хушшинче сварщик, сантехник специальноçĕсене алла илет. «Старшинана чÿрече кантăкĕсене, рамисене лартса параттăмчĕ, салтакра ĕçленĕшĕн 70—80 тенкĕ укçа илеттĕм. Çавăн чухлĕ укçа вăл вăхăтра питĕ нумайччĕ», — калаçăва тăсать ватă çын.
1961 çулта тăван яла таврăннă хыççăн çамрăк каччăна икĕ кунранах сысна фермине ертсе пыма шанаççĕ. Сысна çурисем нумаййипе вĕсене кунĕпех кил тăрăх ирĕксĕр валеçсе çÿренине те каласа кăтартрĕ ĕç ветеранĕ. Ферма ертÿçинче ĕçленĕ вăхăтрах ăна 1-мĕш звенон бригадирĕнче ĕçлеме хушаççĕ. Ĕçе тÿрĕ кăмăлпа тунине кура 2-мĕш звенона та ертсе пыма шанаççĕ.
Тăватă çул бригадирта ĕçленĕ хыççăн Василий Савельевич йывăр чирлет. Анчах та вăл ĕçсĕр лармасть, фермăра платникре тăрăшать.
1973 çулта строительсен бригадинче ĕçлеме пуçлать. Çулла бригадăра 150 çынна яхăн ĕçленĕ. Çак хушăра пилорама, ферма, тырă склачĕсем çĕкленеççĕ, нимле проектсăрах икĕ хутлă правлени çуртне тума тытăнаççĕ. Правлени çуртĕнче почта уйрăмĕ те, ял Совечĕ те вырнаçнă. «Çуртăн строительство ĕçне пĕтернĕ хыççăн ĕçченсене Литвана курма илсе кайрĕç. Çакăнта эпĕ хама кăмăла каякан икĕ хутлă çурт куртăм. Çакăн пек çурта вара проектсăрах хамăр колхозра çĕклерĕмĕр», — аса илет Ваççа тете.
Строительсен бригадирĕ пулса 15 çул хушши тăрăшнă вăл. 9 председательпе ĕçлесе пĕринчен те сивĕ сăмах илтменнине пĕлтерчĕ Василий Савельевич. Чылай Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем илме тивĕç пулнă вăл.
Мăшăрĕпе Валентина Николаевнăпа 5 ача /виçĕ ывăлпа икĕ хĕр/ çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Ачисем пурте амăшĕпе пĕрле пахча çимĕç бригадинче ĕçлесе ÿснĕ. Ефремовсен çемйи 15 çул пахчара ĕçленĕ. Çак ĕçре вĕсене чылай пулăшнă кил хуçи. Кĕçĕнни Ирина 1-мĕш класра кăна пулнă, пурне те мотоцикл çине лартса пахчана пулăшма кайнă.
Василий Савельевич ĕмĕрĕнче икĕ пÿрт лартать. Аппăшĕн ачисене те çурт лартма пулăшать вăл. Ялти çынсене те сахал мар сĕнÿ-канаш панă. Ваççа тете паянхи кун та йывăçран чÿрече рамисем, алăксем тăвать. Ăста платникĕн алли ылтăн.
Вăл вĕлле хурчĕсем тытать, кайăк-кĕшĕк те картиш тулли.
«Мĕн вăй çитнĕ таран мăшăрпа иксĕмĕр ĕçлеме тăрăшатпăр, вăй çитерейменнине ачасем пулăшаççĕ. Аслă ывăлпа Николайпа кĕçĕн ывăл Володя ялта тĕпленни те питĕ лайăх, вĕсем яланах пире пулăшса тăраççĕ. Хуларисем те яла килсех çÿреççĕ, мăнуксемпе те, мăн мăнуксемпе те савăнатпăр», — терĕ Василий Савельевич калаçăва вĕçленĕ май.
А.ЕФРЕМОВА,
библиотекарь.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *