Пятница, 27 января

Аслă ăру çыннисем – ларура

Нумаях пулмасть Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен союзĕ пирĕн районта тухса çÿресе ирттермелли лару йĕркелерĕ. Мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ — ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин АПК ветеранĕсен союзĕн председателĕ Петр Ивантаев та хутшăнчĕç.
Хаклă хăнасене район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тата АПК ветеранĕсен союзĕн районти уйрăмĕн председателĕ Василий Николаев кĕтсе илчĕç.
Мероприятин программи пуян та нумай енлĕ пулчĕ. Тĕрлĕ районсенчен килсе çитнĕ АПК ветеранĕсем пирĕн районта ял хуçалăхĕ мĕнле аталаннипе паллашрĕç, тĕрлĕ çĕре çитсе ĕçе мĕнле йĕркеленине хăйсен куçĕсемпе курса хакларĕç. Чи малтанах хăнасене «Рассвет» ЯХПКн ĕне фермине илсе çитерчĕç. Кăçал çеç хута кайнă фермăна пĕтĕмпех автоматизацилени кунта вăй хуракансен ĕçне чылай çăмăллатать. «Рассвет» — район шайĕнче илсен чи пысăк сăвăмпа палăракан хуçалăхсенчен пĕри. «Сĕт — хĕлĕн-çăвĕн тупăш илме май паракан продукци. Çавăнпа та эпир ферма ĕçĕ çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Çĕнĕ ферма туса лартни пире çĕнĕлле ĕçлеме, çитĕнÿсем тума пулăшать. Тăрăшмасан, паллах, нимĕн те пулмасть. Малалла ăнтăлатпăр, паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерсе ĕçлеме тăрăшатпăр», — уçрĕ шухăшне хуçалăх ертÿçи Михаил Афанасьев.
Малалла ветерансен ушкăнĕ «Тав» ОООн çĕрулми типĕтекен цехне çитсе унти ĕç-пуçпа паллашрĕ. Кайран «Слава картофелю» тата «Комсомольские овощи» агрофирмăсен хирĕсене çитсе пахча çимĕç пуçтарса кĕртес ĕç мĕнле пынине хак пачĕ.
Ларăвăн пленарлă пайĕ район администрацийĕн залĕнче иртрĕ. Ун вăхăтĕнче ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен ĕçне пĕтĕмлетрĕç, малашнехи тĕллевсене сÿтсе яврĕç.
Сергей Артамонов республика территорийĕнче ял хуçалăх ĕçĕсем мĕнле пурнăçланса пынипе тĕплĕн паллаштарчĕ, ял хуçалăх отрасльне аталантарас тĕллевпе мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинчен каласа пачĕ, патшалăх пулăшу кÿрекен программăсене активлăн хутшăнма сĕнчĕ.
Пĕтĕмлетсе каласан, ветерансем пирĕн районта ял хуçалăхĕ аталанса пынине хăйсем курса ĕненчĕç, тĕлпулупа кăмăллă юлчĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *