Суббота, 20 апреля

«Ÿсĕм вырăнĕ» хута кайрĕ

Хальхи вăхăтра вĕренÿ тытăмĕнче ачасене пысăк пахалăхлă пĕлÿ парассине, тĕрлĕ енлĕн аталантарассине, çĕнĕ технологисемпе усă курма вĕрентессине мала хураççĕ. Пур енĕпе те ăнăçлăн ĕлкĕрсе пыни професси суйлассине чылай çăмăллатĕ, паянхи цифра технологийĕсен ĕмĕрĕнче çĕнĕлĕхсенчен айккинче тăрса юлни, паллах, усă кÿмест. Çак кунсенче «Паянхи шкул» проектпа килĕшÿллĕн республикăри 40 вĕренÿ учрежденийĕнче цифра тата гуманитари профилĕсен «Ÿсĕм вырăнĕ» вĕренÿ центрĕсем уçăлнă.
Хĕрĕх шкул шутне пирĕн районти Комсомольски 2-мĕш, Урмаел тата Тукай Мишер вăтам шкулĕсем те кĕнĕ. Сентябрĕн 24-мĕшĕнче вĕсенче хушма вĕренÿ центрĕсем хута кайрĕç.
Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакансене çак пулăмпа саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов килсе çитрĕ. Вăл вĕренекенсене активлă пулма, çĕнĕ цифра мелĕсемпе усă курса тĕрлĕ предметсене тарăннăн шĕкĕлчеме, çитĕнÿсем тума сунчĕ.
Шкул директорĕ Евгений Савельев та салам сăмахĕсем çумне хутшăнчĕ. «Республикипе кăçал çак проекта пурнăçа кĕртме палăртнă 40 шкул шутне эпир те кĕни савăнтарать. Эппин, эпир малтисен йышĕнче. Пирĕн тăрăшса вĕренме, паянхи кунăн ыйтăвĕсене шута илсе малалла аталанма пур услови те çителĕклĕ. «Ÿсĕм вырăнĕ» центр вĕренĕве çĕнĕ шая çĕклеме, ял тата хула шкулĕсенче ăс пухакансен пĕлĕ-вĕсене шайлаштарма май парĕ», — палăртрĕ вăл.
«Ÿсĕм вырăнĕ» вĕренÿ центрĕнче «Технологи», «Информатика», «ОБЖ» предмечĕсене вĕрентнĕ чухне цифра çăлкуçĕсемпе туллин усă курма пултарĕç.
Çавăн пекех унта IT-технологисене, шахматла выляссине, проект ĕçне тата класс тула-шĕнчи ĕçе аталантарма хушма мелсем пур. Вĕренÿ центрне йĕркелеме кашни шкула пурĕ 1 миллион та 600 пин тенкĕ панă. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи центр икĕ класран тăрать. Хальлĕхе технологи урокне вĕрентмелли класа çĕнĕ йышши инструментсемпе тивĕçтернĕ. Çывăх вăхăтра шкула сĕтел-пукан, ноутбуксем, пысăк монитор, квадрокоптерсем тата ытти те çитмелле.
— Çĕнĕ условисенче пирĕн ачасен вĕренес интерес тата та пысăкланасса, вĕсем нумайрах пĕлме ăнтăласса шанатпăр. Тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕрпе ачаран усă курма вĕренни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕ условисенче ăс пухни çĕнĕ çитĕнÿсем тума май паратех, — теççĕ Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче ачасене пĕлÿ паракансем.
Урмаел вăтам шкулĕнче вĕренекенсене хушма центр уçăлнă ятпа район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыев, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин саламларĕç. «Точка роста» центр хута кайни вĕренекенсемшĕн те, педагогсемшĕн те ырă пулăм. Ахальтен мар вăл уçăласса чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Халĕ ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма шкултах пур услови те çителĕклĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА,
Г.ГИНАТУЛЛИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *