Четверг, 25 апреля

Çĕрулми кăлараççĕ, çĕр хатĕрлеççĕ

Сентябрĕн 26-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче, колхозсенче «иккĕмĕш çăкăра» 555 гектар çинчен 16816 тонна пуçтарса илнĕ. Вăтам тухăç — 302,9 центнер. Чи пысăк тухăç «Слава картофелю», «Комсомольские овощи» агрофирмăсенче тата Самаринăн фермер хуçалăхĕнче.
— Çанталăк панă вăхăтра уй-хир ĕçĕсене май килнĕ таран хăвăртлатмалла. Ку енĕпе ĕçлеме хальлĕхе механизаторсем те пур, техника та çителĕклĕ. Хуçалăхсен вăхăтпа туллин усă курмалла, кĕрхи ĕçсене вĕçлесе пымалла, — тет ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Инна Лепешкина.
Пахча çимĕç культурисене çак вăхăт тĕлне 6 гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче кĕр тыррисене 3044 гектар акнă. Кĕрхи çĕртмене 5674 гектар çинче пурнăçланă.
Выльăх-чĕрлĕх валли пурĕ 7435 тонна утă, 26964 тонна сенаж, 12932 тонна силос хатĕрленĕ.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *