Пятница, 19 апреля

Тăван тавралăха упрар

Тăван тавралăха упрар

Çутçанталăк илемĕшĕн, сарăлса выртакан çап-çутă кÿлĕшĕн, çарансен, çырма-çатрасен тасалăхĕшĕн пĕтĕмпех этем яваплă. Апла пулсан, тавралăха упрасси çине ытларах тимлĕх уйăрма пуçлар, киревсĕр ĕçсем тăвакан çынсене явап тыттарар, таврари илеме курма хăнăхар.
Эпир пурăнакан Çĕр чăмăрĕ çинче нумай çынна экологи ыйтăвĕсем пăшăрхантараççĕ. Ятарласа палăртман вырăнсенче çÿп-çап куписем ÿссе ларнине пĕрремĕш çивĕч ыйту тесен те тĕрĕс пулать пулĕ. Халĕ ялсенче бетон площадкăсем çине контейнерсем вырнаçтарса лартрĕç. Çÿп-çап урам тăрăх ан сапалантăр тесе çак вырăнсене тимĕр картапа хуплаççĕ. Çакă ял халăхĕшĕн питĕ кирлĕ тесе шутлатăп.
Вăрмансене, посадкăсене пырсан хăйсен ĕмĕрне пурăнса ирттернĕ йывăçсем типĕ турачĕсемпе кăнтарса ларнине е çĕрсе выртнине курма пулать. Çакă питĕ кăмăла хуçать. Ку ыйтăва тимлĕхсĕр хăварас марччĕ. Ман шутпа, вăрмансемпе посадкăсен те хуçисем пулмаллах, вĕсене тирпейлесе пă-хса тăмалла.
Мĕншĕн-ха хăшĕ-пĕрисем çутçанталăк панă пуянлăха ним вырăнне те хумаççĕ, сĕрекесем лартаççĕ те пулăсене тултарса каяççĕ; Пулă вăлча сапнă вăхăтра çапла хăтланни уйрăмах хăрушă. Манăн çапла калас килет: çутçанталăк пуянлăхне хушса пырасси, илемне упрасси йăлтах пирĕнтен килет.
Вĕлле хурчĕ ял хуçалăх культурисене шăркалантарать, тухăçа ÿстерет. Çак хурт-кăпшанкă чечек сĕткенне пуçтарса çĕр-çĕр ÿсен-тăран çине çитет. Çапах та паянхи кун пăшăрхантаракан самантсем пур. Çумкурăксенчен хăтăлас тĕллевпе гербицид сапаççĕ, çĕрулмине колорадо нăррисенчен им-çамлаççĕ, ытти ял хуçалăх культурисене сиен-çĕсенчен хÿтĕлеме тăрăшаççĕ. Пыл хурчĕсем вара, паллах, им-çам сапнă вырăнсене вĕçсе пыма юраманнине пĕлмеççĕ, наркăмăшланса вилеççĕ. Çак ыйту ытларах ял хуçалăх организацийĕсен пуçлăхĕсене пырса тивет. Ятарлă ĕçсене пыл хурчĕсем вĕçмен вăхăтра туса пырсан лайăхрах пулĕччĕ.
Тăван тавралăха, тăван çутçанталăка юратар, упрама тăрăшар. Чăнах та, питĕ илемлĕ-çке пирĕн тăван тавралăх!
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *