Пятница, 3 февраля

Вăрçă ачисем пурнăç тыткăчисем

Аслă Отечественнăй вăрçă Çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе кĕçех 75 çул çитет. Вăрçă вăхăтĕнче ачасем нумай терт-нуша, асап тÿснĕ. Вĕсене питĕ йывăр килнĕ. Вăрçă ачисенчен пĕри — Йÿç Шăхаль ялĕнче пурăнакан Ольга Архипова.
Ольга Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Арапуç ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан вăл «Герой» колхозра ĕçлеме пуçланă. Вăрçă ачисене мăн çынсемпе танах ĕçе явăçтарнă. Вăйпитти арçынсене пурне те вăрçă хирне ăсатнă, ялти ĕçсем хĕрарăмсемпе ачасем çине тиенсе юлнă.
Çитĕнсе çитсен хĕре Йÿç Шăхаль каччи Якур качча илнĕ. Çамрăк кин килте ĕçсĕр ларма юратман. Вăл вăхăтра колхозсем хăмла çитĕнтернĕ. Ольга та хăмла пахчинче каçалăк илсе кун каçиччен хирте ĕçленĕ. Çамрăк мăшăр çĕнĕ пÿрт-çурт хăпартнă, ытти хуралтăсем çавăрнă.
Вăхăт иртнĕ май Егор Васильевичпа Ольга Филипповнăн çемйи хутшăннă. Вĕсем пурĕ тăхăр ача çуратса, тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтерсе çын тунă. «Ывăл çуралсан салтака кайма юрăхлă пултăр», — тесе каланă ваттисем. Чăнах та, Архиповсен ачисене ваттисен пилĕ çитнĕ. Вĕсен ывăлĕсем пурте çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă. Коля паянхи кун та Астрахань хулинче службăра тăрать. Архиповсен ачисем пурте çемьеллĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ.
Оля инкен пурнăç урапи тикĕсех килмерĕ. 1996 çулта унăн мăшăрĕ çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. 2001 çулта Вася ывăлĕ кĕтмен çĕртен сарăмсăр çĕре кĕчĕ. Оля инке халĕ ывăлĕн Алексейĕн çемйипе пурăнать. Алешăпа унăн мăшăрĕ Марина колхозра ĕçлеççĕ. Вĕсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп усраççĕ.
Çак кунсенче Ольга Архипова 85 çул тултарать. Ачисем, мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем питĕ кĕтеççĕ çак куна. Эпир те Оля инкене юбилей ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, телей, вăрăм кун-çул сунатпăр.

Н.АРХИПОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *