Сентябрĕн 28-мĕшĕнче, шăматкун, пĕртăван Сергей Ивановичпа Юрий Иванович Зубаревсене асăнса «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче çуллахи полиатлон ăмăртăвĕ иртет.
Сергей Иванович полиатлон енĕпе Раççей чемпионĕ ятне илме пултарнă. Юрий Иванович район командинче лапталла выляса темиçе хут та республика чемпионĕ пулнă тата район командинче вăл футболла выляса республикăри «Урожай» ДСО чемпионĕ пулнă. Çак ăмăртăва 10—11-мĕш классенче вĕренекенсенчен пуçласа аслăраххисем пурте хутшăнма пултараççĕ. Полиатлон ăмăртăвĕ виçĕ енпе иртет. Пурин те 400 метра чупмалла, шывра 25 метр ишмелле, 60 çула çитмен арçынсен алăпа туртăнмалла, хĕрарăмсен тата 60-тан иртнĕ арçынсен отжимани тумалла.
Ăмăрту 10 сехетре пуçланать. Çакăн пек ушкăнсем пулаççĕ: шкул ачисем, 30 çула çитичченхисем, 30—39 çулхисем, 40—49 çулхисем, 50—59 çулхисем, 60–69 çулхисем, 70 çултан аслăраххисем.
Йĕркелÿ комитечĕ.