Суббота, Октябрь 19

«Театрлă Атăлçи»

«Театрлă Атăлçи»

Шăпах çакăн пек ят панă РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕн полномочиллĕ представителĕн Игорь Комаровăн Раççейри Театр çулталăкне халалланă çĕнĕ проектне.
Çакна палăртмалла: округра 1049 шкул тата студентсен 138 театрĕ, профессионал тата хăй тĕллĕн ĕçлекен коллективсем пĕтĕмпе 1844. Регионсенчи чи лайăх спектакльсене вырăнти телекурав каналĕсемпе кăтартĕç, çавăн пекех фестивалĕн интернетри сайтĕнче те паллашма май пулĕ. «Театрлă Атăлçи» фестивалĕн округри тапхăрĕ чÿк уйăхĕнче иртĕ, раштавра вара чи лайăх спектакльсене, режиссерсене, актерсемпе актрисăсене чыслĕç.
Фестиваль пĕлтерĕшĕ пирки ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ, чăваш халăх артисчĕ Геннадий Медведев хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ:
2019 çула Театрсен çулталăкĕ тесе палăртни пире самай паллă пулăм парнелерĕ. Чăваш Енре кăçал чылай театр учрежденийĕн пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетрĕç, Пĕтĕм халăхсен балет фестивальне, Пĕтĕм халăхсен пуканесен театрĕн фестивальне ирттерчĕç. «Театрлă Атăлçи» проекта йĕркеленине те питĕ ырлатăп. Шкул ачисем хушшинче иртнĕ регион тапхăрĕнче 35 постановкăна хак патăмăр. Вĕсенче пурĕ 640 ытла çын хутшăннă. Студентсен коллективĕсем 6 постановка кăтартрĕç.
Пур ĕç те пысăк шайра пулнине палăртмалла. Регион тапхăрĕ пынă чухне эпир шкул ачисемпе студентсем театра мĕн тери юратнине, унпа интересленнине куртăмăр. Халĕ финала кĕтетпĕр, фестивальте чи пултаруллисем мала тухасси иккĕлентермест.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code