Портал пулăшать

Портал пулăшать

«Халăх тĕрĕслевĕ» портал республикăра тăватă çул ĕçлет. Çак тапхăрта вăл чылай çыннăн çивĕч ыйтăвне татса пама пулăшнă.
Ресурсăн чи паха енĕсенчен пĕри вăл — ыйтăва хăвăрт пăхса тухни. Ыйтакан патне хурав вунă ĕç кунĕнче çитет. Ку — гражданин влаç органĕ патне çыру янинчен е хăй кайса килнинчен виçĕ хут хăвăртрах. 2019 çулта портал урлă ыйту панисен 58 проценчĕ çак тытăма, патшалăх влаç органĕсен ыйтусене татса парас енĕпе тунă ĕçĕсене пысăк хак панă.
Ыйтăва «халăх тĕрĕслевĕ» сайт е мобильлĕ приложени урлă пама пулать. Тытăма патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕ урлă кĕмелле. Çакă уйрăмах меллĕ, мĕншĕн тесен çĕнĕ парольсемпе логинсем те кирлĕ мар, вĕсене астуса юлассишĕн те тăрăшмалла мар. Чи пĕлтерĕшли кунта — порталпа усă кураканăн учет çырăвĕсене /е профильти мĕн пур йĕркине тултармалла, çын кам пулнине ĕнентермелле/ çирĕплетмелле.
Çыру çумне сăн ÿкерчĕксем çирĕплетме, картта çинче çав вырăна кăтартма юрать. Ку информаци ыйтăва пăхса тухассине хăвăртлатĕ кăна. Ыйтăва татса парасси мĕнле шайра пулнине уйрăм çын кабинетĕнче е ресурсра сăнаса тăма май пур.
Аса илтеретпĕр: ыйтусене 8 енлĕ тытăмпа — пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, çыхăну, социаллă сфера, бизнес, экологи, тавралăха хăтлăлатасси тата инфратытăм, çулсем, ял хуçалăхĕ — йышăнаççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *