Суббота, Октябрь 19

Сывлăх çирĕп пултăр тесен чупмалла, хусканмалла

Сывлăх çирĕп пултăр тесен чупмалла, хусканмалла

Сентябрĕн 21-мĕшĕнче районта «Наци кросĕ — 2019» чупу çав тери анлă иртрĕ. Çак кун, тĕрĕссипе каласан, Пĕтĕм Раççей чупнă, спорт ăмăртăвĕсенче тупăшнă. Асăннă чупу пирĕн район çыннисене те пĕрле пухрĕ. Комсомольскинче тата ялсенче пурăнакансем район центрĕнчи тĕп лапама чылайăн пуçтарăнчĕç: пĕрисем ăмăртрĕç, теприсем вĕсене хавхалантарчĕç.
Чупăва тухиччен вара пурте пĕрле зарядка туса кăмăла çĕклерĕмĕр. Пĕрлехи зарядкăна çулсеренех районти фитнес-аэробика федерацийĕн воспитанникĕсем йĕркелеççĕ /тренерĕ Мария Долгова/.
«Наци кросĕ» чупăва район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов уçрĕç.
— Наци кросĕ вăл — спорт мероприятийĕ кăна мар, çав вăхăтрах социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăм та. Массăллă чупăва спорта кăмăллакансемпе пĕрле профессионалсем, спорт ветеранĕсем те тăраççĕ. Чăваш Енре 2004 çулта старт илнĕ кросăн тĕп тĕллевĕ — халăха сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хăнăхтарасси, çамрăксене спорта ытларах явăçтарасси, — терĕ Александр Осипов пухăннисене саламласа. Хасиятулла Идиатуллин чупăва хутшăнакансене ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕ.
— Спорт пурне те пĕрлештерет. Эпир — сывă пурнăç йĕркишĕн! Уяв ячĕпе саламлатăп, — терĕ Хасиятулла Семигуллович.
Сывă пурнăç йĕркипе пурăнакан, пур ăмăртăва та хастар хутшăнакан спорт ветеранĕ Василий Пундяков пурне те чупăва хутшăнма кăмăл тунăшăн, спорт уявне килнĕшĕн тав турĕ.
Часах ăмăртусем пуçланчĕç. Вĕсем тĕрлĕ ушкăнра иртрĕç. Пирваях шкул çулне çитмен ачасем старта тăчĕç. Вĕсен шучĕ кăçал иртнĕ çулхинчен самай чылайрах пулни чăннипех савăнтарать. Ача сачĕсен воспитанникĕсем çак кун 100 метрлă дистанцие парăнтарчĕç. Хĕрачасемпе арçын ачасем пурте маттур, апла пулин те финиша чăн малтан килнисене палăртса хăварам. Вĕсем — Юлия Крылова, Камилла Галимзянова, Альфия Шайдуллина, Ибрагим Зинатуллин, Эмиль Ялаков, Ресуль Хайретдинов, Александр Волков.
Районти тĕп тата вăтам шкулсенче пĕлÿ пухакансем 300, 600, 1000, 2000 метрлă дистанцисенче вăй виçрĕç. 1—4-мĕш классенче вĕренекен хĕрачасем хушшинче пĕрремĕш вырăна Александра Мамуткина, иккĕмĕш вырăна Полина Романова, виççĕмĕш вырăна Виктория Степанова çĕнсе илчĕç. Асăннă çулсенчи арçын ачасенчен чи маттурри Кирилл Кузьмин пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнпа Ильнас Шакуров палăрчĕ пулсан, Альмир Фаткуллин виççĕмĕш пулчĕ.
5—9-мĕш классенче пĕлÿ пухакан хĕрачасемпе арçын ачасем хушшинче чи хастаррисем Зулия Кушаева, Екатерина Морозова, Вероника Ефремова, Тимур Краснов, Данир Шакуров, Разиль Сахров пулчĕç. 10—11-мĕш классенче вĕренекен хĕрачасем хушшинче Илвина Алимова, Виктория Ефремова, Марина Красильникова палăрчĕç, арçын ачасенчен Кирилл Денисов, Никита Носков, Максим Хлебников малти вырăнсене тивĕçрĕç.
VIP-чупăва Александр Осипов ертсе пычĕ. Унта район администрацийĕн уйрăмĕсен начальникĕсемпе специалисчĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, организацисемпе предприятисен ертÿçисем, районти тĕп тата вăтам шкулсен директорĕсем тăчĕç.
Хĕрарăмсем çак кун иртекен старта хăпса тухма май тупнă тесен те юрать. Чупура чи вăрварри Сирине Зинатуллина пулчĕ. Вăл пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна Галина Волкова тивĕçрĕ. Виççĕмĕш вырăнпа Айгел Мингалеева палăрчĕ. Арçынсенчен чи маттуррисем — Владимир Калашников, Дмитрий Лукиянов, Вячеслав Мурзаев. Вĕсем пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.
Ветерансем те, йăлана кĕнĕ тăрăх, стартран айккинче юлмарĕç. Анатолий Давыдов, Вячеслав Скворцов, Федор Гаврилов, Лариса Антонова, Людмила Макарова финиша чи малтан çитрĕç.
Спортпа туслă çемьесем ăмăртăва хутшăнни вара çав тери пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Чупура çĕнтерни мар, унта çемьепех хутшăнма пултарни пĕлтерĕшлĕ. 6 çемье старта тăчĕ. Вĕсенчен чи хăвăрт чупаканнисем — Комиссаровсем — финиша чи малтан çитрĕç. Осиповсем чупура — иккĕмĕш, Мавлютовсем виççĕмĕш пулчĕç. Ăмăртăва хутшăннă çемьесене бассейна çÿреме сертификат парса чысларĕç.
— Сывлăх — хаклă пурлăх, вăл çирĕп пултăр тесен спортпа туслă пулмалла: чупмалла, хусканмалла. Тĕрĕссипе каласан, пĕтĕм пурнăç вăл — спорт, çавăнпа та çакăн евĕр мероприятисене яланах çемьепе хутшăнма тăрăшатпăр, ачасене спорта юратма хăнăхтарса ÿстеретпĕр, — теççĕ «Наци кросне » çемйипех хутшăннă Комиссаровсем.
Ăмăртусем питĕ кăсăк иртрĕç. Аслă çулхисем çамрăксенчен юлманнине чупăва тухса тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç, ыттисем валли вĕсем ырă тĕслĕх пулчĕç. Сăмахран, Василий Пундяковах илер. Вăл сакăр теçеткерен иртнĕ пулин те хастарлăхĕпе, вашаватлăхĕпе тепĕр çамрăкран ирттерет. Кросра чи çамрăкки — иккĕри Серафим Трофимов.
Спорт уявĕнче мала тухнисене медальсемпе Дипломсем, асăнмалăх парнесем парса хавхалантарчĕç.
А.ЕФРЕМОВА,
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code