Пятница, 27 января

Республика малтисен йышĕнче

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин анлă ларăвне хутшăннă. Тĕпрен илсен, унта калаçу «Экологи» наци проекчĕ тавра пынă.
Чăваш Наци телекуравĕн журналисчĕсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Раççей Федерацийĕн çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Дмитрий Кобылкин «Экологи» наци проекчĕ Чăваш Енре питĕ лайăх пурнăçланса пынине палăртнă. РФ ытти субъекчĕсемшĕн республика паха тĕслĕх вырăнĕнче тесе палăртнă.
«Ку ĕçре уйрăмах Чăваш Республикин Пуçлăхĕн витĕмĕ пысăк. Енчен те вăл тимлĕх уйăрман пулсан, пысăк çитĕнÿсемпе палăрма май та çук пулĕччĕ. Наци проекчĕ пурнăçа кĕни куçкĕретех. Сирĕн малтан та ку енĕпе лару-тăру начар мар пулнă. Экологи тĕлĕшĕнчен пысăк ĕçсем йĕркелесе ирттернĕ. Паянхи кун чăнласах та Чăваш Ен малта пыраканнисенчен пĕри», — тенĕ министр.
Республикăра йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлес ĕçри çĕнĕлĕхсем 2018 çулхи октябрь уйăхĕнчен пурнăçа кĕме тытăнчĕç. Регионти оператор паян 1670 ял тăрăхĕнчи хыт каяшсене тиесе тухассине йĕркеленĕ. Чи малтанах ялсенче çителĕклĕ контейнерсем пулманни сахал мар чăрмав кÿчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн витĕмлĕ йышăнăвне пула лару-тăрăва вăхăтра уçăмлатрĕç. Пуçару программине тĕпе хурса республика бюджетĕнчен ял тăрăхĕсем валли укçа-тенкĕ уйăрчĕç. Çак нухратпа çÿп-çапа пухса тирпейлемелли ятарлă лапамсем йĕркелерĕç, контейнерсем те туянчĕç. Халĕ кашни ял тăрăхĕнче ятарлă вырăнсем пур, пуçтарăннă çÿп-çапа автомашинăсем вăхăтра тиесе тухаççĕ. Тĕслĕхрен, районта çеç 254 площадка туса хунă. Чылай площадкăна паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен евроконтейнерсемпе тивĕçтернĕ.
Свалкăсене тирпейлесе пырассипе, вĕсене пĕтерессипе те Чăваш Ен — малта пыраканнисенчен пĕри.
Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕсем кулленех регионсенчи лару-тăрупа паллашаççĕ. Вĕсем Чăваш Енре ку енĕпе туса ирттернĕ ĕçсене пысăк хак панă. «Симĕс патруль» обществăлла организацин хаклавĕ тăрăх, республика Атăлçи федераци округĕнче те экологи тĕлĕшĕнчен 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ.
А.ИВАНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *