Пятница, 19 апреля

Юбилей ячĕпе саламларĕç

Раççей Президенчĕ В.В.Путин юбилей ячĕпе ярса панă саламлă çырусене ветерансем патне çитересси районта ырă йăла пулса кайнă ĕнтĕ.
Сентябрĕн 18-мĕшĕнче Комсомольски ялĕнче пурăнакан Мира Матвеевăна 90 çул тултарнă ятпа саламлама ятарлă делегаци килсе çитрĕ. ЧР Ял хуçалăх министерствин инвестицисен тата ялăн социаллă аталанăвĕн уйрăмĕн начальникĕ Ольга Кудрявцева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова юбиляра саламласа ăшă сăмахсем каларĕç, парнесемпе савăнтарчĕç.
Александр Осипов Мира Ивановнăна Президентăн саламне вуласа панă чухне кинемейĕн куçĕсем шывланчĕç. «Тавтапуçах мана хисеплесе килнĕшĕн», — пытармарĕ вăл савăнăçне. Районти культура тытăмĕнче вăй хуракансем Мира Ивановнăна саламласа чуна пырса тивекен юрăсем шăрантарчĕç.
Кинемейĕн пурнăçĕ, унпа пĕр вăхăтри чылай çыннăнни пекех, çăмăл пулман. Вăл мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçнă, çитĕнсен те иртен пуçласа каçчен ĕçре тар тăкнă. Малтан Мира «Урожай» колхозра тĕрлĕ ĕç тăваканра вăй хунă. 1984 çулта çемйипе Комсомольскине куçса килсен, районти тĕп больницăна санитаркăна вырнаçнă. Тыл ĕçченĕ маттурлăхне, тăрăшулăхне пула ял çинче хисепе тивĕçнĕ.
Паянхи кун Мира Ивановна ывăлĕн Николайăн çемйипе пурăнать. 9 теçетке çула çитнĕ пулсан та, вăл пĕрре те алă усса ларасшăн мар: выльăх патне те тухать, кил таврашĕнче кĕштĕртетет. Уйрăмах вара алă ĕçне кăмăллать кинемей. Тапочкăсем, минтер пичĕсем, пукансем валли виткĕçсем — йăлтах вăл хăй аллипе çыхса хатĕрлет. Вăл çыхнă япаласем пÿлĕмсене хăтлăх кĕртеççĕ, илем кÿреççĕ.
Ывăлĕпе, кинĕпе, мăнукĕсемпе тата вĕсен ачисемпе савăнса пурăнать Мира Ивановна. «100 çула çитсе иртмелле те пултăр, ырлăх-сывлăхпа пурăн. Эс юнашар чухне пире питĕ лайăх», — теççĕ тăванĕсем юбиляра саламласа.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *