Ĕçченсемпе тĕл пулчĕç, ыйтусене уçăмлатрĕç

Сентябрĕн 18-мĕшĕнче районта, пĕтĕм республикăри пекех, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп темисем: 2019 çулта Чăваш Республикинче «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пурнăçласа пыни, йăлари хытă каяшсене пуçтарма контейнерсем вырнаçтарса лартни, хуçалăхсенчи вырма ĕçĕсем, ял хуçалăх продукцине сутма «Кĕр парнисем _ 2019» уйăхлăх йĕркелени, çывхарса пыракан хутса ăшăтмалли тапхăра çуртсене мĕнле хатĕрлени, кĕрхи вăхăтри пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнасси.
Чи малтанах Пĕрлехи информаци кунне пуçтарăннисем ĕçлĕ канашлу ирттерчĕç. Унтан ушкăнсене пайланса Александровка, Хирти Сĕнтĕр тата Урмаел ял поселенийĕсене çул тытрĕç. ЧР Ял хуçалăх министерствин инвестицисен тата ялăн социаллă аталанăвĕн уйрăмĕн начальникĕнчен Ольга Кудрявцевăран, район администрацийĕн пуçлăхĕнчен Александр Осиповран, РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕнчен Ирина Белобаевăран, районти халăха социаллă пулăшу кÿрекен центрăн начальникĕнчен Ираида Никитинаран тата МЧСăн надзорпа профилактика ĕçĕн районти уйрăмĕн начальникĕнчен Владимир Давыдовран тăракан ушкăн чи малтанах Хирти Сĕнтĕре çитрĕ. Унта çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ туса лартнă ĕнтĕ, кирлĕ медицина хатĕр-хĕтĕрне те туяннă. Ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ, апла пулсан çывăх вăхăтра çĕнĕ ФАП хăйĕн алăкĕсене уçĕ, ял çыннисене йышăнма пуçлĕ.
Малалла пуçлăхсен çулĕ «Госсорткомиссия» бюджет учрежденийĕн Нĕркеçри филиалнелле выртрĕ. Унта ĕçлекенсем пикенсех çĕрулми кăлараççĕ. Ĕçлĕ ушкăн халăхпа тĕл пулса информкунăн темисене сÿтсе яврĕ, çынсене интереслентерекен ыйтусене туллин хурав пачĕ. Ял çыннисене кăçал çĕрулмине халăхран йÿнĕ хакпа туянни ытларах пăшăрхантарчĕ. Чăнах та, кăçал ял хуçалăх продукцийĕ ăнса пулчĕ, анчах та ăна вырнаçтарма питĕ йывăр. Тухăçа ытла йÿнĕпе парса ярас темесен «Кĕр парнисем» уйăхлăхпа усă курса çĕрулмине тата ытти пахча çимĕçе çывăхри хуласене кайса сутма сĕнчĕç районтан килнисем.
Ĕçлĕ ушкăн Çĕнĕ Кипеç ялĕнчи культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе те паллашрĕ. Капиталлă юсава июль уйăхĕнче пикеннĕ. Халĕ кунта хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ. План тăрăх объекта октябрь уйăхĕ тĕлне вĕçлемелле. «Октябрĕн 1-мĕшĕнче Ваттисен кунне уявлама ял халăхĕ юсаса çĕнетнĕ клуба пуçтарăнсан питĕ лайăх пулмалла. Тăрăшăр, ĕçсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа туса ирттерме май килтĕр. Юсав вăраха ан кайтăр», — терĕ Александр Осипов строительсемпе калаçнă май.
Информушкăн Нĕркеçри вăтам шкулта та пулчĕ, вĕренÿ учрежденийĕ хутса ăшăтмалли сезона мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслерĕ. Çанталăк самаях сивĕ тăнине кура çывăх вăхăтрах шкулсемпе ача сачĕсене ăшă пама палăртнă. Вĕсем хыççăн ытти учрежденисемпе нумай хваттерлĕ çуртсенче те хутса ăшăтмалли тапхăра уçĕç.
ЧР Ял хуçалăх министерствин инвестицисен тата ялăн социаллă аталанăвĕн уйрăмĕн начальникĕ Ольга Кудрявцева Çĕнĕ Кипеç ялĕнчи сĕт-çу завочĕ мĕнле ĕçленипе те кăсăкланчĕ. «Таса сĕтрен, консервантсем хушмасăр хатĕрленĕ продукци хăйĕн пахалăхĕпе савăнтарать. Тĕрлĕ сортлă сыр туса кăларса пысăк конкуренци условийĕсенче ĕçе йĕркелесе пыма пултарни питĕ аван», — уçрĕ шухăшне Ольга Геннадьевна.
Ушкăн çавăн пекех Урмаел ялне çитсе çĕнĕ урамсене çул сарас ĕçсем мĕнле пынипе паллашрĕ, подрядчике ĕçе пахалăхлă пурнăçлама сунчĕ.
Пĕрлехи информаци кунĕнче район çыннисене тĕрлĕ ыйтупа йышăнчĕç, кашни ыйтăвах тулли хуравпа тивĕçтерчĕç.

Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *