Халăх участковăйне суйлатпăр

Халăх участковăйне суйлатпăр

Чăваш Енре «Халăх участковăйĕ — 2019» конкурсăн районти тапхăрĕ пуçланнă. Йăлана кĕнĕ тăрăх конкурс 3 тапхăрпа иртет. Сентябрĕн 20-мĕшĕччен Шалти ĕçсен органĕсен территорири уйрăмĕсен сайчĕсенче онлайн-сасăлав иртет. Унта кашниех халăх участковăйĕ ята илме тивĕçлĕ шалти ĕçсен сотрудникĕшĕн сасăлама пултарать.
Конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ октябрĕн 7—16-мĕшĕсенче иртет. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх регион шайĕнчи конкурс çĕнтерÿçине палăртаççĕ. Ноябрĕн 1—10-мĕшĕсенче вара федераци шайĕнчи çĕнтерÿçĕшĕн сасăлав пырĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *