Суббота, 20 апреля

Пулăшу куç умĕнче

Пĕтĕм тĕнче электронлă пурнăç çине куçрĕ тесен тĕрĕсех пулать пулĕ тесе шутлатăп. Пирĕн çĕршыв та паянхи пурнăç шайĕнчен кая юлмасть, аталаннă çĕршывсем хушшинче малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Чăваш Енре кашни районтах нумай функциллĕ центрсем ăнăçлăн ĕçлеççĕ. Вĕсем патшалăх тытăмĕнчи питĕ нумай учреждени-организаципе электронлă майпа тачă çыхăну тытаççĕ.
Комсомольски ялĕнче вырнаçнă нумай функциллĕ центр пилĕк çул ытла хамăрăн ентешсене тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтерет. Çак организацин тилхепине мĕн уçăлнăранпах Оксана Григорьева тытса пырать. Темиçе чÿречерен тăракан центра ертсе пыма, халăхпа килĕштерсе ĕçлеме пултарать чăваш хĕрĕ. Организацин тĕп тĕллевĕ — тĕрлĕ учреждени паракан документсене пĕр чÿрече урлă хатĕрлесе парасси. Нумай функциллĕ центр урлă темĕн тĕрлĕ справка илме, тĕрлĕ ĕç тума пулать. Вăл е ку документа ăçтан илмеллине пĕлмесен халĕ тÿрех НФЦ-на çул тытма пулать. Унта ĕçлекенсем пулăшаççех.
Нумаях пулмасть мана та ĕçе валли пĕр справка кирлĕ пулчĕ. Нумай функциллĕ центрта ĕçлекенсем алăк уçса кĕрсенех кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Пĕр уйăхра кирлĕ справкăна алла тыттарма шантарчĕç. Пĕр килнĕ чухне тесе водитель удостоверенине те улăштарма вăхăт çитнине пĕлтертĕм. НФЦ ĕçченĕ мана мĕнле документсем кирлĕ пулассине питĕ тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Асăннă документсене парса хăварсан мана тепĕр куннех килме ыйтрĕç. Чăннипех те тĕлĕнтĕм те, савăнтăм та. Нумай та вăхăт иртмерĕ, мана Оксана Юрьевна хăйĕн кабинетне чĕнсе кĕртсе алла çĕнĕ водитель удостоверенийĕ тыттарчĕ те.
Районти нумай функциллĕ центрăн ĕçĕпе эпĕ питĕ кăмăллă юлтăм. Пĕр чÿрече урлă темиçе ĕç тума май пурри пирĕншĕн, ял çыннисемшĕн, мĕн тери меллĕ. Унта-кунта чупмасăрах темĕнле документ та тума пулать. Районти НФЦра чăннипех те çÿллĕ професси шайĕллĕ, яваплăха туякан, малалла талпăнакан специалистсем вăй хураççĕ тесе шутлатăп. Вĕсене тĕрлĕ ыйтупа пыракансене яланах ăшă кăмăлпа кĕтсе илсе ăсатма, çăмăл мар ĕçĕнче çитĕнÿсем тума сунатăп.
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *