Четверг, 25 апреля

Пенсионерсене компенсаци

Пенсионерсене компенсаци

РФ законодательстви тăрăх, граждансен хăш-пĕр категорийĕсем нумай хваттерлĕ çуртри капиталлă юсавшăн тÿленĕшĕн компенсаципе усă курма пултараççĕ. Çакă 70 çултан иртнĕ пенсионерсене пырса тивет. Енчен те пенсионер ĕçлемест, хăйĕн хваттерĕнче пурăнать, капиталлă юсавшăн вăхăтра тÿлесе пырать пулсан, вăл тÿленĕ укçан çуррине компенсаци пек каялла илме пултарать. 80 çултан иртнĕ пенсионерсене вара тÿленĕ укçана 100 проценчĕпех тавăрса параççĕ. Çавăн пекех I е II ушкăнри ĕçлемен инвалидсен те компенсаципе усă курма май пур.
Енчен те çак çăмăллăхпа усă курма право пур çыннăн харпăрлăхра темиçе хваттер пулсан, вăл вĕсенчен пĕриншĕн тÿленĕ чухне çеç компенсаципе усă курма пултарать. Енчен те пенсионер хăй пурăннă чухнех халал хучĕ çырса хваттере кама та пулин парнеленĕ пулсан, çĕнĕ хуçан капиталлă юсавшăн тÿлемелле пулать. Пенсионер малалла та çак хваттертех пурăнсан та, компенсаци илме май пулмасть.
Палăртса хăвармалла: çÿлерех асăннă граждансен кашни уйăхрах капиталлă юсавшăн тÿлесе пымалла. Кайран вĕсене тÿленĕ укçан çуррине е пĕтĕмпех тавăрса параççĕ.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *