Уй-хирте

Сентябрĕн 16-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 13577 гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ. Пурĕ 37870 тонна тыр-пул пÿлмесене кĕнĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан 27,9 центнерпа танлашать.
Хăш-пĕр хуçалăхсем пикенсех çĕрулми кăлараççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, ку ĕçе хальлĕхе 296 гектар çинче пурнăçланă, çав шутра «Слава картофелю» агрофирма — 135 гектар, «Комсомольские овощи» агрофирма — 102 гектар, Самаринăн фермер хуçалăхĕ 35 гектар çинчен çĕрулмине пуçтарса кĕртнĕ. «Иккĕмĕш çăкăрăн» вăтам тухăçĕ 325,6 центнерпа танлашать.
Районти хуçалăхсем çавăн пекех кĕрхи çĕртме тăваççĕ. Паянхи кун тĕлне ку ĕçе 4160 гектар çинче пурнăçланă. Кĕрхи культурăсене акса хăварасси çине те хуçалăхсем пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хальлĕхе кĕрхи тулла пĕтĕмпе 2753 гектар çинче, ыраша 526 гектар çинче акнă. Пĕтĕмĕшле илсен, маларах палăртнин 64,5 процентне акнă та ĕнтĕ.
К.ГИМАЛЬДИНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *